Комментари хушас

10 Утă, 2015

Чуна тивекен фестиваль

Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалласа республикăри инвалидсен обществи М.Кузьминых ертсе пынипе республикăри инвалидсем хушшинче «Эпĕ - автор» творчество фестивалĕ ирттерчĕ.

Чи малтанах Димитровград хулинчен килнĕ сусăрсем коляскăпа тĕрлĕ «ташласа» пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Мĕн чухлĕ вăхăт, мĕн чухлĕ вăй-хăват кирлĕ сцена çинче хитрен çаврăнса куракана савăнтарма! Фестиваль хăнисене саламлама Патăрьел районĕнчи пултарулăх ушкăнĕ те хутшăнчĕ.

Коляскăпа çÿрекен инвалидсене «ташлама» вĕрентес инноваци проектне кăçал пирĕн патра та пуçланă. Республикăна ятарлă виçĕ коляска туянса панă, занятисем йĕркеленĕ. Культура училищин студенчĕсем сусăррисемпе ĕçлеме пуçăннă ĕнтĕ. Вĕсене Сергей Васильевич Казаков ташă преподавателĕ ертсе пырать. Апрель уйăхĕнчен пуçласа темиçе мăшăр фестивале хатĕрленсе çитнĕ. Вĕсем те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.

Куççуль пĕр чарăнми юхрĕ пулин те ташăçсен таланчĕшĕн чун-чĕререн хĕпĕртерĕм.

Фестивале сусăррисем юрлассипе, хăйсем çырнă сăввисемпе тата очерк-калавĕсемпе те хутшăнчĕç. Кашни авторах диплом е Тав хучĕ тивĕçрĕ. Мала тухнисене парнесем пачĕç. Çĕнтерÿçĕсем Мускавра иртекен фестивале хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕç.

Вулакансене вокал ушкăнĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă Александр Ильин кунçулĕпе паллаштарас килет. Вăл Етĕрне районĕнчи Хучаш ялĕнче кун çути курнă, халĕ Шупашкарта пурăнать. Унăн амăшĕ Лидия Ильинична Хучашри вăтам шкулта физикăпа астрономи тата географи вĕрентнĕ, ашшĕ Геннадий Ильич вырăнти колхозра ĕçленĕ, халĕ те колхозрах тăрăшать. Александрăн пиччĕшĕ Сергей тăван килĕнче ашшĕ-амăшĕпе пурăнать. Александр ачаранпах иккĕмĕш ушкăн инваличĕ. Хучашри вăтам шкула сывă ачасемпе танах вĕренсе пĕтерме пултарнă. 1999 çулта Чăваш патшалăх педагогика университетне музыкăпа педагогика факультетне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илнĕ хыççăн ĕç тупайманнипе ĕçсĕррисен биржинче тăма тивнĕ. Унтан Шупашкарти экономикăпа менеджмент институтне вĕренме кĕнĕ, 2,5 çул вĕренннĕ хыççăн тепĕр диплом илнĕ, анчах та каллех ĕç вырăнĕ тупăнмасть. Çавах та каччă пуç усмасть, 2011 çулхи февральтенпе Нина Николаевна Пирогова ертсе пыракан академи хорĕнче юрлама тытăнать. Тĕрлĕ конкурса хутшăнать. Ижевскра иртнĕ фестивальте актер ăсталăхĕшĕн диплом илме тивĕçлĕ пулать. Агрегат завочĕн культура керменĕнчи ятарлă курса çÿресе гитара каласа юрлама та хăнăхать вăл.

- Кăçал Литература çулне халалласа Кăнтăр районĕнчи культура çуртĕнче Александр Пушкин поэта халалласа концерт ирттерчĕç. Унта эпĕ «Я вас любил» романс юрларăм, - каласа парать вăл.

Инвалидсен фестивалĕнче Александр Ильин Михаил Рябинин сăввипе Александра Пахмутова кĕвĕленĕ «Поклонимся великим тем годам» юррине паллă юрăçсенчен пĕртте кая мар юрларĕ. Николай Добронравов сăввипе Александра Пахмутова кĕвĕленĕ «Ты моя мелодия» юрра та куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.

- Çулла атте-анне патне яла çÿретĕп, пултарнă таран пулăшатăп, - тет Александр.

Сывă пурнăç йĕркипе пурăнакан йĕкĕт хальлĕхе çемье телейне тупайман-ха. Пурнăçĕ çăмăлах мар пулсан та Турă çырни тупăнатех тесе шанать вăл.

 

Галина Зотова

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.