Галина КАЛИНИНА

10 Авăн, 2015

Вĕлтĕрен хушшинче тупнă “пурлăх”, е Çухалнă медальсем çинчен

Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине Раççейĕпех анлă паллă турĕç. Чăваш Енре те Аслă Çĕнтерĕве халалласа мероприяти чылай иртрĕ. Таса тÿпеллĕ куна çывхартнă паттăрсене хисеплесе юбилей медалĕсемпе чысласси йăлара. Кăçал та юнлă хирсенче çапăçнă ветерансене, тыл ĕçченĕсене, фашистсен концлагерĕнче асапланнă çул çитмен узниксене "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 70 çул тултарни" юбилей медалĕсене пачĕç. Чăваш Енре 24 пин ытла çын ăна тивĕçнĕ.

14 Çу, 2015

“Шанăç телефонĕ” пулăшнипе

Наркотĕрĕслев федераци службин Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсене «шанăç телефонĕ» преступниксен йĕрĕ çине ÿкме пулăшнă. Шупашкарта пурăнакан пĕр çын сисчĕвленсе шăнкăравланă.

9 Ака, 2015

Каллех çакланнă

Унччен те судпа айăпланнă 55 çулти арçын Çĕнĕ Шупашкарти хваттерĕнче наркопритон йĕркеленĕ. Вăл çак хутăшсăр пурăнайман. Дезоморфина та вăл хăйĕн валли хатĕрленĕ, ыттисене те «хăналанă».

38 çулти хĕрарăм вара унăн пулăшуçи пулнă. Кунсăр пуçне хĕрарăм «тавара рекламăланă, кирлĕ ингредиентсемпе тивĕçтернĕ. «Тавар» илекенсем кайсан вара 38 çултискер хваттерте тирпейленĕ. 2009 çултанпа хĕрарăм хăй те наркотиксĕр пурăнайман.

12 Нарăс, 2015

Пĕр-пĕрне кураймаççĕ, кĕвĕçеççĕ...

Пушар хуралĕн ĕçченĕсем кашни кун тенĕ пекех шăнкăрав сассинчен шарт сикеççĕ. Унта ырă хыпар пĕлтерессишĕн шăнкăравламаççĕ. Каллех пушар алхасать, каллех темĕн çунать... Пушарнăйсем пĕр тăхтамасăр вырăна вĕçтереççĕ. «Хĕрлĕ автан» ташшинче кашни минут, кашни çеккунт пĕлтерĕшлĕ. Унта çын пурнăçĕ те татăлма пултарать. Пушар тимсĕрлĕхе каçармасть. Ытларах чухне электроприборсене çутса хăварнине пула çулăм тухать. Анчах пĕлтĕр Чăваш Енре ятарласа чĕртсе çунтарнă тĕслĕх йышланнине палăртаççĕ йĕрке хуралçисем. Ав 2014 çулхи 9 уйăхра кунашкал 41 тĕслĕхе шута илнĕ.

15 Кăрлач, 2015

Тăрă шыв çине кăларнă

Кăçал январĕн 1-11-мĕшĕсенче РФ ФСКНĕн Чăваш Енри управленийĕн сотрудникĕсем оперативлă мероприятисем ирттернĕ. Çулталăкăн пĕрремĕш кунĕсенчех уголовлă ĕçсем пуçарнă.

Январĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарти çурçĕр-хĕвеланăç районĕнчи пĕр çурт подъездĕнче наркотик хутăшĕ тултарнă хутаç тупни тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Кун пирки çынсем "шанăç телефонĕпе" пĕлтернĕ.

Pages