- Чăвашла верси
- Русская версия
Вĕлтĕрен хушшинче тупнă “пурлăх”, е Çухалнă медальсем çинчен
Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине Раççейĕпех анлă паллă турĕç. Чăваш Енре те Аслă Çĕнтерĕве халалласа мероприяти чылай иртрĕ. Таса тÿпеллĕ куна çывхартнă паттăрсене хисеплесе юбилей медалĕсемпе чысласси йăлара. Кăçал та юнлă хирсенче çапăçнă ветерансене, тыл ĕçченĕсене, фашистсен концлагерĕнче асапланнă çул çитмен узниксене "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 70 çул тултарни" юбилей медалĕсене пачĕç. Чăваш Енре 24 пин ытла çын ăна тивĕçнĕ. Вĕсене февраль уйăхĕнчен пуçласа РФ Президенчĕн ячĕпе ЧР Пуçлăхĕ, хуласемпе районсен администрацийĕн пуçлăхĕсем савăнăçлă лару-тăрура панă. Савăнăçлă мероприятие килейменнисене юбилей медалĕсене киле пырса панă. Ветерансемпе тыл ĕçченĕсене чыслас йĕрке çапла пулса пымалла. Ку - Çĕнтерĕве çывхартнă, пире çутă малашлăх парнеленĕ çынсене хисеп туни. Малалла вулас...
Комментари хушас