Елена Николаева

29 Ака, 2014

Халăх юратăвĕ вăй парать

Ĕне сума та радиоприемник йăтса тухать Етĕрне районĕнчи Ачак ялĕнче пурăнакан Людмила Андреевна Айдак. Икĕ ĕнипе пĕр качкине суса пĕтернĕ хушăра республика хыпарĕсене пĕлет, илемлĕ юрă-кĕвĕ итлесе киленет. Çапла, каннă самантра та, ĕçленĕ вăхăтра та кирлĕ наци радиовĕ.

Ял çынни уйрăмах юратса итлекен радио пирвайхи хут эфира тухнăранпа 5 çул çитрĕ. Нумай-и ку, сахал-и? Ура çине тăчĕ теме пулать-и? Çакăн пирки Чăваш наци радиовĕн продюсер центрĕн пуçлăхĕпе Олег ПРОКОПЬЕВПА калаçатпăр.

23 Ака, 2014

Çĕр улми лартма пуçăннă

Патăрьел районĕнче хĕрсех çурхи уй-хир ĕçĕсем пыраççĕ. «Малалла», «Батыревский» тата И. Ш. Куликов хресчен фермер хуçалăхĕсенче çĕр улми лартма тытăннă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене районта планпа пăхнин 30 процентне акнă та ĕнтĕ. Севок сухана хальлĕхе - 72 гектар, сахăр кăшманне 75 гектар çинче акнă.

23 Ака, 2014

Крыма пулăшма

Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ Крым пенсионерĕсен укçине пирĕн çĕр-шыври саккунпа килĕшÿллĕн шутлама пулăшĕ. Çур çул хушшинче управлени специалисчĕсем Симферопольти 27 пин пенсионер ĕçне пăхса тухĕç.

22 Ака, 2014

Каллех - фанфурик

Арçын пĕр сăмах чĕнмесĕр сутуçă умне ывăç тулли вак укçа кăларса хучĕ. Лешĕ те сăмах хушмасăр икĕ пĕчĕкçĕ кĕленче кăларса лартрĕ. Лутăрканчăк сăн-питлĕ арçын вĕсене самантрах шăлавар кĕсйине персе чикрĕ. Унтан чÿрече умĕнчен лÿперрĕн пăрăнса аптекăран тухса кайрĕ.

Нумаях пулмасть Шупашкарти тăватă фармацевт пĕрлешĕвĕ ăнланса килĕштерсе ĕçлемелли çинчен калакан меморандума алă пуснă. 50 миллилитртан ытларах спирт шăнăçакан «фанфурик» сутма пăрахăçласса пĕлтернĕ.

18 Ака, 2014

Карта выльăх карта сыхлать

Харăсах темиçе кредит тÿлеççĕ вĕсем. Кил умĕнче ларакан техникăна пĕтĕмпех выльăх-чĕрлĕх ÿстерсе тата кредит укçипе туяннă. Картиш тулли ĕне выльăх. Тин пăруланинчен пуçласа аш валли ÿссе çитĕнни таранах. Пурне те пăхмалла, пурне те апатлантармалла.

Pages