Халăх юратăвĕ вăй парать
Ĕне сума та радиоприемник йăтса тухать Етĕрне районĕнчи Ачак ялĕнче пурăнакан Людмила Андреевна Айдак. Икĕ ĕнипе пĕр качкине суса пĕтернĕ хушăра республика хыпарĕсене пĕлет, илемлĕ юрă-кĕвĕ итлесе киленет. Çапла, каннă самантра та, ĕçленĕ вăхăтра та кирлĕ наци радиовĕ.
Ял çынни уйрăмах юратса итлекен радио пирвайхи хут эфира тухнăранпа 5 çул çитрĕ. Нумай-и ку, сахал-и? Ура çине тăчĕ теме пулать-и? Çакăн пирки Чăваш наци радиовĕн продюсер центрĕн пуçлăхĕпе Олег ПРОКОПЬЕВПА калаçатпăр.