Елена Николаева

29 Çурла, 2014

«Хресчен сасси - Кил» 67№(?2479)

Паянхи номерте:

Çапла çав...

Сухан çĕрет

Сĕт укçине илейместпĕр

Ăста пахчаçăсем сĕнеççĕ

Сарри тутлăрах

Халăх епле пурăннине тишкерĕç

Хăярпа пыл хутăшĕ

Чун кÿтнипе çуралнă йĕркесем

Вăррине шутламалла

Сĕтелĕр тулăх пултăр

13 Çурла, 2014

Михаил Игнатьев: «Ĕçлемелли тата нумай»

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев лавккаран пахча çимĕçĕ туянмасть. Пĕтĕмпех хăйсен: çимелĕх те, сутмалăх та. Çакăн çинчен вăл журналистсемпе ирттернĕ пресс-конференцире пĕлтĕмĕр. «Шупашкар районĕнчи Янăшра пирĕн çемьен çурт пур, ун çумĕнче – 26 сотка çĕр. Пахча çимĕç, улма-çырла туса илетпĕр. Ачасем çăвĕпех унта.

1 Çурла, 2014

Укçа Хураçка мар, хуçине палламасть

Çитмен пурнăçран Мускава çитнĕ чăваш хĕрарăмĕсем пирки çырнăччĕ эпĕ. Çур уйăхра 40 пин тенкĕ майлă ĕçлесе илекенсем унти йывăр пурнăçа пăхмасăрах тăтăшах инçе çула тухаççĕ. Икĕ вут хушшинче çунаççĕ: укçа та илĕртет, çемьене пăрахса хăварма та шел. Анчах кашнинчех укçа çĕнтерет. Çемье чăтать. Укçа вара çул уçать. Уçмасăр. Хăй вăхăтĕнче Чăвашра тухтăрта ĕçлесе пурнăçне саплаштаркаласа çеç пынă пĕлĕшĕм халĕ Мускавра çав ĕçпех уйăхсерен çĕр пин тенкĕ ытла укçа илет. Çулталăкра пĕр пÿлĕмлĕ хваттер илмелĕх укçа пухнă.

18 Утă, 2014

Ачасем килтех-и?

Çулла чылайăшĕ ачисене яла, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патне ăсатать. Уçă сывлăшпа сывлаччăр, канччăр, шкула кайиччен вăй пухчăр теççĕ. Ялта улми-çырли те куç тулли-çке. Качака е ĕне сĕтне ĕçни, килти чăх çăмартине çисе пурăнни мĕне тăрать! Ял – ырлăх. Анчах хăшĕ-пĕриншĕн вăхăтлăх кану ирĕке тухнипе танах. Ашшĕ-амăшĕ инçетре, асламăшĕсем вара юратнă мăнукĕсене пуçран кăна шăлаççĕ.

4 Утă, 2014

Пăхасси çуратассинчен йывăртарах

Ача ураланиччен сăпкара е амăшĕ çумĕнче мăшлатса çывăрни чи телейлĕ самант-тăр. Пепке «тяппа» туянсанах ашшĕ-амăшĕн канлĕх çухалать. Тĕнчене ăнкарса пыракан пурне те тишкерме хăтланать. Тепĕр чух шăпăрлана чарса е курса ĕлкĕрме те çук. Йĕри-таврари мĕн пур япалана сăнаканскер пур çĕре те капашать-çке.

Pages