Елена МИХАЙЛОВА
Икĕ ен килĕштерсе ĕçлесшĕн
Мăн аслашшĕсен çĕрĕнче
Республикăра чăваш диаспорин ачисем валли ятарласа йĕркеленĕ этнокультура программиллĕ «Эткер» çуллахи лагерь уçăлчĕ. Аякран килнĕ арçын ачасемпе хĕрачасем кунта çĕртмен 26-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 9-мĕшĕччен канĕç. Икĕ эрне хушшинче хăйсен йăх-несĕлĕн çĕрĕ çинче 39 вĕренекен Шупашкарпа тĕплĕн паллашĕ, сывлăхне çирĕплетĕ, тус-тантăш тупĕ. Вĕсем пурте - чăваш чĕлхипе тата литературăпа ирттернĕ олимпиада-конкурс çĕнтерÿçисем, чăваш халăх культурипе, йăли-йĕркипе кăсăкланакансем.
Чи пултаруллисене - преми
Кашни çулах Пичет кунĕ умĕн республикăри чи лайăх журналистсене палăртаççĕ. Нумай пулмасть 2014 çулхи пултарулăх конкурсĕсене пĕтĕмлетрĕç.
Кăçал "Хыпар" хаçат никĕслевçи Николай Никольский ячĕллĕ премине Чăваш журналистикипе пичет энциклопедине хатĕрленĕ Валерий Комиссарова, Владимир Зырянова тата Надежда Осиповăна пама йышăннă.
ЧР Журналистсен союзĕн Çемен Элкер ячĕллĕ премине "Хыпар" хаçатăн общество пурнăçĕпе политика пайĕн тишкерÿçи Ирина Клементьева тата Чăваш наци телерадиокомпанийĕн аслă редакторĕ Роза Деменцова тивĕçнĕ.