Чи пултаруллисене - преми

17 Кăрлач, 2015

Кашни çулах Пичет кунĕ умĕн республикăри чи лайăх журналистсене палăртаççĕ. Нумай пулмасть 2014 çулхи пултарулăх конкурсĕсене пĕтĕмлетрĕç.

Кăçал "Хыпар" хаçат никĕслевçи Николай Никольский ячĕллĕ премине Чăваш журналистикипе пичет энциклопедине хатĕрленĕ Валерий Комиссарова, Владимир Зырянова тата Надежда Осиповăна пама йышăннă.

ЧР Журналистсен союзĕн Çемен Элкер ячĕллĕ премине "Хыпар" хаçатăн общество пурнăçĕпе политика пайĕн тишкерÿçи Ирина Клементьева тата Чăваш наци телерадиокомпанийĕн аслă редакторĕ Роза Деменцова тивĕçнĕ.

Леонид Ильин ячĕллĕ премине пичет ветеранне, "Хыпар" Издательство çурчĕн штатра тăман корреспондентне Герман Желтухина панă.

 

Елена МИХАЙЛОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.