Мăн аслашшĕсен çĕрĕнче

29 Çĕртме, 2015

Республикăра чăваш диаспорин ачисем валли ятарласа йĕркеленĕ этнокультура программиллĕ «Эткер» çуллахи лагерь уçăлчĕ. Аякран килнĕ арçын ачасемпе хĕрачасем кунта çĕртмен 26-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 9-мĕшĕччен канĕç. Икĕ эрне хушшинче хăйсен йăх-несĕлĕн çĕрĕ çинче 39 вĕренекен Шупашкарпа тĕплĕн паллашĕ, сывлăхне çирĕплетĕ, тус-тантăш тупĕ. Вĕсем пурте - чăваш чĕлхипе тата литературăпа ирттернĕ олимпиада-конкурс çĕнтерÿçисем, чăваш халăх культурипе, йăли-йĕркипе кăсăкланакансем. Арçын ачасемпе хĕрачасем Тутар, Пушкăрт республикисенчен, Чĕмпĕр, Самар, Эрĕнпур, Тюмень облаçĕсенчен тата Мускавран çитнĕ.

«Эткер» этнокультура программин тĕллевĕ: чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, культурине, аваллăхне упрама вĕрентесси.

Ятарласа йĕркеленĕ пултарулăх лабораторийĕсенче, ăсталăх класĕсенче çамрăк эткерçĕсем чăваш халăх сăмахлăхĕпе, хальхи юрă-ташăпа, йăх-несĕлĕн ал ăсталăхĕпе паллашĕç.

Елена МИХАЙЛОВА.

Рубрика: