Андрей МИХАЙЛОВ

26 Çу, 2015

Чăваш бадминтонисчĕсем - çĕршыв мухтавĕ!

Паянхи саманара сусăрсене çăмăлах мар. Çапах та çак пурнăçра та чылайăшĕ хăйсен вырăнне тупаççĕ, тăрăшуллисемпе хастаррисем пысăк ят-сум та çĕнсе илеççĕ. Ку енĕпе Сурдлимп /илтменнисен/ вăййисен паттăрĕсене палăртас килет.

26 Çу, 2015

«Тăшмана пирĕн çĕр тăрăх утма памастпăр!»

- Эй, Турăçăм! Хăçан вĕçленĕ ку вăрçă! Ах, вилетĕп, çакăнтах выртса юлатăп пулĕ. Пĕр вăй юлмарĕ, сывлăш тухми пулчĕ. Пĕтĕм шăм-шак ыратать, хул-çурăм сурать. Ал-ура хытса ларнă - кĕреçе аврине те тытаймастăп, - шăн тăпрана купа çине аран-аран ывăтрĕ окоп чавакан çамрăк хĕр. Ăша пĕр татăк çăкăрпа чăмăрла пĕçернĕ çĕрулми янипе çеç вăй ăçтан пулайтăр ĕнтĕ. Шартлама сивĕ ÿт-пĕве çатăрласа илнĕ, чир-чĕрĕ те сулăнтарать - çынсем пурпĕр ĕçе тухнă. Епле-ха унсăрăн! "Тăшман ури ку тăрăхалла ярса ан пустăр кăна.

19 Çу, 2015

ГТО çамрăксене спортпа çывăхлатать

Спортпа туслă çын ĕçре те хастар, вĕренÿре те тăрăшуллă. Вăл йывăрлăхсене çĕнтерме пултарать, инкек-синкекре те хăйне хăюллă туять. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни салтак аттине тăхăннă яша Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлама пулăшать, пулас амăшĕсен сывă та тĕреклĕ пепке çуратаслăхĕ ÿсет.

6 Çу, 2015

Алена ухăран тĕл перет

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренекен Алена Елизарова - пирĕн спорт тĕнчинче пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă чи çамрăк ухăçă. Çывăх çыннисемпе юлташĕсем ăна юратса "Аленушка" тесе чĕнеççĕ.

17 Ака, 2015

Наталья КУЗЬМИНА: Пĕчĕк чухнех йĕлтĕрпе ярăнас килетчĕ

Кăçал çавра юбилейне паллă тума хатĕрленекен спортсменка Чăваш Енри чи пултаруллă йĕлтĕрçĕсенчен пĕри шутланать. Çамрăк чухнех тĕрлĕ ăмăртура палăрнăскер 40 çула çитсен те спортран кайма васкаман. Пачах урăхла: унăн тата çĕнĕ вăй-хăват хушăннă тейĕн - ветерансен хушшинче иртекен турнирсене хутшăнма пуçланă. Нимĕнле йывăрлăха та парăнма хăнăхман хĕрарăм çĕршывра кăна мар, тĕнчери пысăк ят-сумлă йĕлтĕрçĕ пулса тăнă. Çак кунсенче кăна-ха, акă, Наталья Петровна хăйĕн ăсталăхне тепĕр çĕнтерÿпе çирĕплетрĕ: тĕнче кубокĕнчен 4 медальпе таврăнчĕ.

Pages