Андрей МИХАЙЛОВ.

30 Çу, 2022

Гимн юрласа ялава çĕклĕç

Республикăри ача-пăча сиплев лагерĕсем кăçалхи кампание епле хатĕрленеççĕ? Ун пирки тунтикунхи канашлура вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров каласа кăтартрĕ.

327 лагерьте 37 пин ача канĕ. Пĕрремĕш смена çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçăлĕ. Мари Элта вырнаçнă «Звездочка» лагерь çу уйăхĕн 28-мĕшĕнчех ачасене йышăннă, унта 380 ача сывлăха çирĕплетĕ. Вĕренӳ отличникĕсем, спортра палăрнисем, шкул юхăмĕн хастарĕсем, çамрăк шыравçăсем валли профильлĕ сменăсем ĕçлĕç. Вĕсенче 1700 ытла ача канĕ.

30 Çу, 2022

Строительсен ĕçне тĕрĕслесе тăраççĕ

Кăçал пирĕн республикăра 31 вĕренӳ учрежденине юсĕç, çак ĕç валли федераци бюджетĕнче 2,3 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çапла пĕлтерчĕç ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттернĕ тунтикунхи канашлура.

26 Çу, 2022

Донбаса – гуманитари пулăшăвĕ

Паян Чăваш Ен Донбаса гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă. Ку хутĕнче 10 тонна апат-çимĕç пуçтарнă, çавăн пекех пирĕн предприятисенче туса кăларакан электричество хатĕрĕсемпе тĕрлĕ оборудовани те янă.

Сăмах май, пуш-ака уйăхĕсенче апат-çимĕç, тумтир, куллен кирлĕ таварсем (пĕтĕмпе 233 тонна) 5 хут ăстнă. Инкеке лекнисене пулăшма «Пĕрле» фонда 13 миллион тенкĕ куçарнă.

13 Çу, 2022

Влаçпа халăх хушшинчи çыхăнăва йĕркелет

Çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче ЧР влаç органĕсен порталне йĕркеленĕренпе 25 çул çитнине халалласа «Шупашкар-Арена» пăр керменте стратегиллĕ сесси иртрĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, Чăваш Енĕн пĕрремĕш президенчĕ, Федераци канашĕн сенаторĕ Николай Федоров, ЧР цифра министрĕ Кристина Майнина хутшăнчĕç.

Pages