Анатолий ХОВАНСКИЙ

10 Юпа, 2014

Вăрмарсем ентешне асра тытаççĕ

Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, салтак тивĕçне Афганистанра пурнăçланă, Совет Çарĕн отличникне, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медаль кавалерне Виктор Гаврилова асăнса урам командисен хушшинче мини-футбол турнирĕ иртрĕ.

Кăçал ăна саккăрмĕш хут йĕркелерĕç. Ăмăртăва 5 урам команди хутшăнчĕ. Спортсменсене Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Ю.Архипов, Виктор Гавриловăн шăллĕ, Санкт-Петербург патшалăх университечĕн Мурманск хулинчи филиалĕн директорĕ, чăвашсен культура пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕ В.Гаврилов ăшшăн саламларĕç.

16 Çурла, 2014

Вĕсен тÿпи пысăк

Вăрмар районĕнчи Кивĕ Вăрмарти Юлия Николаевнăпа Михаил Клементьевич Клементьевсене аслăрах çулти çынсем лайăх ас тăваççĕ. Ятлă-сумлă çынсем пулнă вĕсем ял-йышра. Çемье пуçлăхĕ икĕ вăрçа хутшăннă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче тăшманпа паттăррăн çапăçнă. Чылай чухне вилĕмпе куçа-куçăн тăнă. Тан мар пĕр çапăçура вăл вăйлах аманать.

Pages