Александр МАКАРОВ

24 Çĕртме, 2016

Пире мĕнле депутатсем кирлĕ?

Черетлĕ суйлав çывхарса пынăçемĕн тĕрлĕ ыйту çуралать: пире мĕнле депутатсем кирлĕ, халăха кирлех-ши вĕсем? Ман шухăшпа, вĕсем питĕ кирлĕ. Депутатсем саккунсем, йышăнусем кăлараççĕ, суйлавçăсемпе çыхăну тытса вĕсен интересĕсене хÿтĕлеççĕ, чылайăшĕ халăхшăн пысăк ĕç тăвать.

Вăхăтĕнче эпĕ те çак йыша кĕтĕм, Исетерккĕри суйлавçăсем мана Чуманкасси ял тăрăхĕн депутачĕ пулма икĕ хут та шанчĕç.

9 Çĕртме, 2016

Пурнăç çулĕ – аслă çул

Репрессине лексе миçе çын шар курман-ши? Шел, çак авăртан манăн мучи, Павел Макарович Макаров та хăтăлайман. 1906 çулта, Элĕк районĕнчи Исетерккĕ ялĕнче ?халĕ Муркаш районне кĕрет% йышлă çемьере çуралса ÿснĕ вăл.

Элек чĕлхи – çĕлен чĕлхи

7 Ака, 2016

Кун-çул тинĕсĕ тикĕс мар

Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕнчи Мария Леонтьева 1919 çулта, революци хыççăнхи ахăр саманара, Граждан вăрçи вăхăтĕнче кун çути курнă. Нумаях пулмасть вăл 97 çул тултарчĕ.

Çĕр пÿртре пурăннă

11 Нарăс, 2016

Ĕçченĕн сĕтелĕ пуян

Çĕршывра «кризис» теççĕ. Кун пирки пире массăллă информаци хатĕрĕсем кашни кунах аса илтереççĕ. Анчах вăл ялта хулари пекех сисĕнмест. Кунти халăх никам çине те шанмасть, хăйĕн ĕçне пурнăçлать: выльăх-чĕрлĕх пăхать, вăхăтра тырă-пулă, пахчаçимĕç çитĕнтерет, выльăх апачĕ хатĕрлет. Ĕçлеме ÿркенмен çын ялта выçă лармасть: унăн сĕтелĕ çинче аш-пăш, сĕт-çу, улма-çырла нихăçан та татăлмасть. Çитменнине вăл экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕçпе апатланать. Ара, хамăр валли ÿстеретпĕр мар-и? Çавăнпа кирлĕ-кирлĕ мар им-çампа усă курмастпăр.

Pages