«Хресчен сассипе» - чĕрĕк ĕмĕр

17 Пуш, 2016
Манăн сăмахăм Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ Зоя Никифоровна Емельянова çинчен пырĕ.

Паллах, вăрçăччен тата ун хыççăн çуралнă ачасен пурнăçĕ çăмăл пулман. Зоя, çемьере асли пулнă май, пĕчĕклех тĕрлĕ ĕç пурнăçланă: утă çулнă, тырă вырса çапнă, суха пуçне те алла тытнă. Мĕншĕн тесен вăйпитти арçынсенчен нумайăшĕ вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Лашасем çите-лĕксĕр пулнăран вăкăрсене те кÿлме тивнĕ. «Икĕ çул вăкăрпа ĕçлерĕм, - аса илет иртнине Зоя аппа. - Пĕвери шыва курсан вара тапса сикетчĕ вăл, чарма хĕнччĕ».

Унăн ашшĕпе амăшĕ колхоза вăхăтра кĕменрен ?1947 çулта çеç кĕнĕ% çемьен питĕ пысăк налук тÿлеме тивнĕ. Çапах та ĕçлеме пултаракан çын нихçан та аптраман: выльăх-чĕрлĕх усранă, лаша та тытнă. «Атте çемьене тăрантарас тесе ĕçлеме Шупашкара лашапа çÿретчĕ. Киле таврăннă май апат-çимĕç туянатчĕ, выçă лартман пире. Хăй çĕвĕçĕ пулнăран çĕтĕк те çÿретмен», - малаллах тăсăлать калаçу.

1960 çулта Зоя Никифоровна Килтĕш ял каччипе Петр Емельяновпа çемье çавăрнă. Туслă мăшăр 5 ачана кун çути парнеленĕ. Упăшки конюхра вăй хунă, кил хуçи хĕрарăмĕ вара фермăран сĕт-çу заводне чĕртавар турттарнă. 40 литр кĕрекен бидонсемпе кашни кунах «кĕрешнĕ». Каярахпа вăл фермăна пăру пăхма вырнаçнă. Унта 20 çул ытла вăй хунă. «Эпир тăваттăн 150 пуç пăру пăхаттăмăр. Тăрăшса ĕçленĕ, ачасене те тĕрĕс-тĕкел çитĕнтернĕ», - тет ватă иртнĕ куна куç умне кăларса.

Шел, мăшăрĕпе савăнса пурăнма тÿр килмен ăна. Упăшки çамрăклах сарăмсăр вилнĕ. Çавна май ачисене пĕчченех çитĕнтернĕ хĕрарăм. Паллах, çăмăл пулман ăна: фермăра та, килти хуçалăхра та вăй хунă. Пенсие тухсан та колхоз ĕçне хутшăнма пăрахман.

Аслă ачисем халĕ йăваран вĕçсе тухса саланнă. Апла пулин те амăшĕ патне час-часах килсе çÿреççĕ, ырă-сывă çитĕнтернишĕн тав тăваççĕ. Халĕ Зоя аппа кĕçĕн ывăлĕпе пĕрле пурăнать. Вăл «Хресчен сасси» хаçата 25 çул çырăнса илет, юратса вулать. «Ял çыннисен кун-çулĕ, шăпи кăсăклантарать мана. Хаçатра пичетленнĕ пур материалпа та паллашатăп. Вуласа тухсан çитес кăларăм килессе чăтăмсăр кĕтетĕп», - пĕлтерет Зоя аппа.

Нумаях пулмасть вăл 83 çул тултарчĕ. Çак ятпа ăна чунран саламлатăп, çирĕп сывлăх, телей сунатăп.

Александр МАКАРОВ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.