Авалхи вырăнсемпе паллашрĕç

Чăваш хастарĕсем Ваттисен Канашĕн пайташĕн, паллă скульпторăн Федор Мадуровăн пуçарăвĕпе Чăваш тата Тутар республикисенчи чăваш ялĕсенче пулса курчĕç.

Çулçÿревĕн тĕп тĕллевĕ - несĕлсем пурăннă вырăнсем еплерех сыхланса юлнине, паллă пулăмсене, çынсене асăнса лартнă юпасем, палăксем, музейсем еплерех шайрине палăртасси. Çак вырăнсене тĕпчесе пĕлнĕ хыççăн чăваш тăрăхĕн вăтам талккăшĕпе ятарлă туризм маршручĕ йĕркелессине те шута илнĕ вĕсем.

Ушкăн пĕрремĕш кун Кÿкеçри Бичурин музейне, Апаш культурин вырăнĕнче, Çеçпĕл Мишши çуралнă яла, Анатолий Миттов паллă художник çуралса ÿснĕ Сиккассине, Патăрьел районĕнчи Тикеш хулашне, Геннадий Айхин тăван ялне Çĕньяла çитрĕç. Кашни вырăна тĕпчесе сăнÿкерчĕксем турĕç, кунти халăхпа калаçрĕç, ыйтса пĕлчĕç, сĕнÿсем пачĕç тата ятарлă репортаж валли видеокадрсем ÿкерчĕç.

Канаш районĕнчи Сиккасинче Миттов çуралнă çурта аран шыраса тупрĕç. Асăну хăми çукки те тĕлĕнтерчĕ. Çынсенчен ыйтса пĕлнĕ хыççăн ÿнерçĕн шăллĕпе тĕл пулма май килчĕ. Художникăн еткерлĕхне упракан тăванĕн Виталий Ивановичăн сывлăхĕ чаплах мар иккен.

- Анатолий Миттовăн кил-музейне хальтерех йĕркелесен аван пулĕччĕ, - пĕтĕмлетрĕç ЧНК хастарĕсем.

Çулçÿревçĕсене Г.Айхи поэтăмăр çуралнă çурт вырăнĕнче те нимĕнле паллă çукки пăшăрхантарчĕ.

Иккĕмĕш кун ушкăн Шăмăршăри «Чăваш наци вăрманĕ» этнокультура паркĕнче пулчĕ. Конгресс хастарĕсене ылтăн кĕркуннепе, асамлă вăрман илемĕпе киленме тÿр килчĕ. Шăмăршă районĕнчи Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче нумай паллă çын çуралса ÿснĕ. Вырăнти влаç тăрăшнипе халь кунта çул сарма пуçланă, асăну хăмисене вырнаçтарассине йĕркеленĕ. Апла-тăк ку тăрăх «Хура çăкăр» роман авторне Илпек Микулайне те, ыттисене те асран кăлармĕ.

Виççĕмĕш кун ушкăн Тутар Республикинчи Çĕпрелти паллă çынсене асăнса лартнă комплекспа паллашрĕ. Ку районти Хулаçырми ялĕнчи /кунта ЧНК президенчĕ Николай Угаслов çуралса ÿснĕ/ çĕнĕ чиркĕве, Астăвăм комплексне, ытти вырăна çитсе курчĕ, ял çумĕнчи авалхи Киремет вырăнĕнче те пулчĕ.

Çулçÿревçĕсем Пăва районĕнчи Тăхăрял тăрăхĕнче те пулчĕç. Чăваш Республикине таврăннă май Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа ялĕ çумĕнчи Атăлçи Пăлхар вăхăтĕнче хулаш пулнă вырăнта чарăнчĕç. Кунти Асăну паллиллĕ юпасем тÿнме пуçланă. Чăваш наци конгресĕн ятарлă ушкăнĕ çĕрĕшнĕ юпасене ял халăхĕн вăйĕпе çĕнетме май пуррине палăртрĕ.

Зоя ЯКОВЛЕВА,

ЧНК пресс-службин ертÿçи

Зоя Яковлева