Автономи ертÿçисемпе тĕл пулнă

23 Юпа, 2015

ЧР Культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев республикăри наципе культура автономийĕсен ертÿçисемпе тĕл пулчĕ.

Чăваш наци библиотекин халăхсен культурин пÿлĕмĕнчи ĕçлĕ калаçăва общество организацийĕсен ертÿçисем хастар хутшăнчĕç. Мероприятире çавăн пекех ЧНК президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев тата президиум пайташĕ Михаил Краснов пулчĕç.

- Сирĕн алăра - тăван халăхăн пуян культури, йăли-йĕрки. Ăна упраса аталантарассишĕн хăвăра яваплă туйсан сире халăх яланах сума сăвĕ. Республикăра пурăнакан çынсен пурнăçĕн тăнăçлăхĕ, пахалăхĕ эпир лайăх ĕçленинчен нумай килет, - терĕ Константин Яковлев. Çитес вăхăтра вăл кашни диаспорăн пĕрлĕхĕсемпе тĕл пулса калаçма сăмах пачĕ.

Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕ – Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ. Тĕлпулура çавăн пекех çак паллă пулăма Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче сумлă ирттерме калаçса татăлчĕç. Чăваш Енре тĕпленнĕ кашни халăхăн культурине кăтартакан уяв пулĕ вăл тесе пĕтĕмлетрĕç.

Зоя ЯКОВЛЕВА,

ЧНК пресс-службин ертÿçи

Рубрика: