"Шкул шăпчăкĕ"
Çак ятпа Шупашкар хулинчи Трактор тăвакансен культура керменĕнче чăваш халăх юррисене юратакан шкул ачисемпе вĕрентекенсен республикăри конкурсĕ иртрĕ. Конкурса йĕркелекенсем - Трактор тăвакансен культура керменĕ, Чăваш наци конгресĕ тата Чăваш Республикинчи Учительсен ассоциацийĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен секцийĕ.
«Шкул шăпчăкĕ» пултарулăх ăмăртăвне Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Куславкка, Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Комсомольски, Муркаш, Елчĕк районĕсенчен, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар тата Çĕрпÿ хулисенчен килнĕ ачасен 11 фольклор ушкăнĕ, пĕччен юрлакансем 28-ăн, вĕрентекенсен 6 фольклор ушкăнĕпе пĕччен юрлакан 9 çын хутшăнчĕ. Солистсемпе фольклор ушкăнĕсем чăваш халăхĕн хăна, салтак, вăйă, ĕç, лирика юррисене шăрантарчĕç. Уяв каçĕнче сюжетлă вăйăсемпе юрăсем, такмаксемпе ташăсем пĕр-пĕринпе ылмашăнса пычĕç.
Жюрире Шупашкар хулинчи культурăпа искусство шкулĕсенче фольклор вĕрентекенсем тата Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем пулчĕç. Хаваслă юрă-кĕвĕ кăмăла çĕклентерчĕ. Халăх юррисен илемлĕхĕ, сăнарлăхĕ, янăравлăхĕ чунсене тыткăнларĕ. «Шкул шăпчăкĕ» республика конкурсĕнче илемлĕхе туякан, юрра-кĕвве юратакан пултаруллă çĕнĕ юрăçсем тупăнчĕç.
Ю.АНИСИМОВА, Г.НИКИФОРОВ,
ЧНК Президиумĕн пайташĕсем.