Атлетсем старта тухрĕç

Çăмăл атлетика ĕлĕкренпех халăх юратакан спорт енĕ шутланать. Ахальтен мар ăна Европăри çĕршывсенче «спорт королеви» теççĕ. Пирĕн республикăра та çăмăл атлетика лайăх аталанать. Чăваш Енрен тухнă пирвайхи Раççей чемпионĕпе рекордсменĕ те, спортăн тĕнче класлă мастерĕ те çăмăл атлетсем пулнă. Совет Союзĕнчи пĕрремĕш олимпиецсенчен пĕри Ардалион Игнатьев, хăвăрт утассипе тĕнче чемпионĕсемпе рекордсменĕсем Алина Ивановăпа Елена Николаева мĕн пĕчĕкрен çăмăл атлетикăна юратса ÿснĕ, республикăпа çĕршыв чысне тĕрлĕ ăмăртура 20 çул хÿтĕленĕ.

Çу уйăхĕн 14-15-мĕшĕсенче Шупашкарти «Олимпийский» стадионта çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ республика чемпионатĕнче 28 хулапа районти тĕрлĕ ÿсĕмри 800 спортсмен вăй виçрĕ. Старта Шăмăршă районĕн атлечĕсем кăна тухмарĕç. Çак кунсенчех тĕп хулари хăтлă стадионта Пĕтĕм Раççейри ăмăртусене хутшăнма путевка çĕнсе илессишĕн пĕр вăхăтрах спорт шкулĕсенче вĕренекен 15-20 çулсенчи яшсемпе хĕрачасем тата юниорсем тупăшрĕç.

Пĕтĕмлетÿ кăтартăвĕсемпе малти вырăнсене Çĕнĕ Шупашкар тата Шупашкар хулисен, Шупашкар, Çĕрпÿ тата Етĕрне районĕсен командисем йышăнчĕç. Хуласен чысне — Олимп резервĕсен училищинче тата ятарлă спорт шкулĕсенче вĕренекен 17-20 çулсенчи çамрăксем, районсен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă Шупашкар тăрăхĕн чысне çитĕннĕ атлетсем хÿтĕлерĕç. Кÿкеçри «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче ĕçлекен вăтăр çулти Надежда Данилова акă 200, 400 метрлă дистанцисенче çĕнтерчĕ. Тĕрлĕ дистанцире чупассипе республика чемпионĕ ятне РФ спорт мастерĕсем Владимир Поповпа Акмаль Ишов çĕнсе илчĕç. Сăнă ывăтассипе район рекордне спорт мастерĕн кандидачĕ Анастасия Мамлина лайăхлатрĕ.

Çăмăл атлетикăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртса республика чемпионĕн ятне çавăн пекех Çĕрпÿ районĕнчи Иван Григорьев, икĕ Анастасия — Охотниковăпа Герасимова, Етĕрнери спортăн тĕнче класлă мастерĕ Марина Лосинова, Евгений Тарасовпа Раиса Иванова, Елчĕк районĕнчи Николай Алексеев, Патăрьелти Алексей Кутузовпа Константин Корзаков, Комсомольски тăрăхĕнчи Анна Павлова, Çĕнĕ Шупашкарти Марина Сизовăпа Виктория Жилина тата Роман Другов атлетсем çĕнсе илчĕç.

Петр СИДОРОВ,

спорт ветеранĕ

 

Петр СИДОРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.