Аслă Канаша йĕркеленĕренпе 80 çул: паян Шупашкарта ăслăлăх-практика конференцийĕ иртрĕ

11 Юпа, 2018

Чăваш АССРĕн Аслă Канашне йĕркеленĕренпе 80 çул çитнине халалласа ЧР Патшалăх Канашĕ паян ăслăлăх-практика конференцийĕ ирттерчĕ. Унта хутшăнакансем малтан «Чăваш Енĕн Аслă Канашĕн историйĕ документсенче тата сăн ÿкерчĕксенче» куравпа паллашрĕç.

«Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕ тата наци-патшалăх строительствин процесĕсем: истори опычĕ тата урокĕсем» ятпа йĕркеленĕ ăслăлăх-практика конференцине Валерий Филимонов спикер уçрĕ. Вăл историе кĕскен аса илчĕ. 80 çул каялла, 1938 çулхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн суйлавĕ иртнĕ. Шăп тепĕр уйăхран халăх суйланă 96 çын парламентăн пĕрремĕш ларăвне пухăннă. «Аслă Канаш автономи республикине, унăн халăх-хуçалăх комплексне тата социаллă-культура сферине аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнă», — терĕ Валерий Филимонов.

Ăслăлăх-практика конференцине пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ, Аслă Канаш йышĕнче ĕçленĕ ветерансене тав сăмахĕ каларĕ. Ун чухнехи депутатсем халăх хушшинче пысăк ят-сум çĕнсе илнине палăртрĕ. 

Регион Пуçлăхĕ Александр Петрова — ĕç ветеранне, Чăваш АССРĕн 9-мĕш тата 10-мĕш суйлавсенчи Аслă Канашĕн Председательне, 11-мĕш суйлаври Аслă Канашăн Президиумĕн Председательне — «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа наградăларĕ (сăн ÿкерчĕкре). ЧР Патшалăх Канашĕн Эксперт канашĕн членĕ, 11-мĕш суйлаври Аслă Канашăн Президиумĕн секретарĕ Ираида Стекольщикова Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тавне илчĕ.

Конференцире республикăри аслă вĕренÿ заведенийĕсен ăслăлăх сотрудникĕсем Чăваш Енĕн патшалăх управленийĕн аслă органĕсен йĕркеленĕвĕ, ĕçĕ-хĕлĕ пирки докладсем турĕç. Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн депутачĕсем хăйсем ĕçленĕ тапхăра аса илчĕç.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас