Архивра Уçă алăксен кунĕ иртнĕ

6 Пуш, 2019

ЧР Культура министерстви республикăн патшалăх истори архивĕнче Уçă алăксен кунĕ иртни çинчен пĕлтерет. Çавна май И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн, Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн студенчĕсем, шкул ачисем, тавра пĕлÿçĕсем, педагогсем истори докуменчĕсемпе паллашнă.

Архив директорĕ Г. Ертмакова учреждени кун-çулĕпе паллаштарнă, çак тытăмра вăй хуракансен ĕçĕн хăйне евĕрлĕхĕ çинчен каласа кăтартнă. Экскурси вăхăтĕнче архив ĕçченĕсем документ упрамалли йĕрке тавра сăмах пуçарнă. Тĕрлĕ ĕçе çĕлесе хурас тĕлĕшпе ăсталăх класĕ ирттернĕ. Архивра пухăннисене документсене реставрацилесси уйрăмах кăсăклантарнă. Çакăнти библиотекăра хăнасем истори кăларăмĕсемпе кĕнекисенчи кивĕ çырулăха ăнланма тăрăшнă.

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас