«Арçын сассиллĕ юрăç»

Пĕчĕк чухне вăл радио калаçма пуçласанах ăна чарса хунă, чăваш тата вырăс юррисене мар, чикĕ леш енчисене кăсăкланса итленĕ. Пурнăçне журналистикăпа çыхăнтарассине тĕлĕкре те курман. Пурнăç çулĕ вара тÿрĕ çеç пымасть, кашни пăрăнăçра кĕтменлĕхпе тĕл пулатăн. Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕн редакторĕ Алена Арсентьева ача чухне радиожурналистика енĕпе кайма палăртман. «Шкул пĕтернĕ хыççăн пачах урăх енпе вĕренме каясшăнччĕ. Гуманитари дисциплинисем кăсăклантарман мар-ха — вырăс чĕлхипе литературине кăмăллаттăм. Тĕрлĕ аслă шкула документсене кайса патăм. «Пĕрне вырнаçаймасан теприне кĕретĕпех», — тесе шухăшларăм. Çапла И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш тата вырăс филологийĕпе журналистика факультечĕн чăваш филологи уйрăмĕн студенчĕ пулса тăтăм», — каласа кăтартрĕ Алена.

Практикăна кайсан

Алена Арсентьева хăйĕн хушаматне вĕренме кĕнĕ çамрăксен списокĕнче курсан савăнма та пĕлмен: «Кунта килĕшмесен тепĕр çул урăх çĕре куçăп», — шухăшланă вăл. Университетри пĕрремĕш заняти еплерех иртнине лайăх астăвать Алена, мĕншĕн тесен шăпах ун чухне ку специальноç кăмăлне кайнине ăнланнă. Çак кун хĕр хăйне: «Манăн çакăнтах вĕренмелле!» — тенĕ çирĕппĕн. Хăй тĕрĕс çул суйланине туйса илнĕ Алена çанă тавăрсах вĕренме тытăннă.

Вĕренÿре теори çеç пĕлтерĕшлĕ мар, пĕлĕве практикăпа та çирĕплетмелле. Аленăна 2-мĕш курс хыççăн Чăваш наци телекуравне пĕр эрнелĕхе практикăна янă. Анчах темшĕн телекурав енне чунĕ выртман унăн. Хастар çамрăка тата пĕрле вĕренекен Мария Самделовăна На­ци радиовĕнчи «Ирхи кăмăл» кăларăма эфира чĕннĕ. Каярахпа иккĕшне «Çиларман» ушкăн юрăçисем йĕркелекен проекта йыхравланă. Çавăн чухне хĕрсенчен диплом илсен ăçта çул тытасси пирки ыйтнă. Маша те шÿтлесе, те чăнласах: «Питĕ радиора ĕçлесе пăхас килет!» — тенĕ хаваслăн. Вăхăт нумаях та иртмен — Олег Прокопьев журналист пултаруллăскерсене чĕнсе илнĕ, радиора ĕçлеме кăмăл пуррипе çуккине ыйтнă. Хĕрсем кăштах шикленнĕ пулин те радиора тăрăшма килĕшнĕ. Малалла вулас...

Нина ЦАРЫГИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.