- Чăвашла верси
- Русская версия
Арçын манăн ĕнсе çинче пурăнать
Эпĕ 33 çулта. Лайăх çĕрте ĕçлетĕп, пысăк шалу илетĕп. Савнипе хут уйăрттармасăр тăват-тăмĕш çул пурăнатăп. Манăн пĕрремĕш упăшкаран 8 çулти ача пур. Малтан вăл кукашшĕпе ку-камăшĕ патĕнче пурăнчĕ. Нумаях пулмасть ăна хулана илсе килтĕм.
Тăвансем мана хут уйăрттармасăр пурăннăшăн вăрçатчĕç. «Хуралта ĕçлекен арçын сан пек юрист валли мар», — тетчĕç вĕсем. Эпĕ ăна юрататтăм. Пĕрле пурăнма пуçласан тăтăшах хирĕçеттĕмĕр, вăл ман çине алă та çĕклесе курнă. Пурăна киле пĕр-пĕрин патне хăнăхса çитрĕмĕр. Кайран чиперех кун кунлама тытăнтăмăр. Юлташ хĕрсем те мана ăнланмастчĕç. «Мĕн тупнă эсĕ унăн çумĕнче?» — тетчĕç.
Ăнсăртран мана ют хулара çĕнĕ ĕç сĕнчĕç. Пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерме, пысăк шалу тÿлеме шантарчĕç. Эпĕ ку хыпара Ромăна пĕлтертĕм. Вăл, паллах, килĕшрĕ. Çĕнĕ хулана çĕнĕ пурнăç тума кайрăмăр. Ывăлăма аттепе анне патĕнче хăвартăм. Ют хулара пирĕн йăлтах йĕркеленсе каяссăн туйăнатчĕ. Эпĕ тÿрех ĕçлеме тытăнтăм, çав хушăрах тепĕр аслă пĕлÿ илтĕм. Манăн арçынна нихăш ĕçе те илмерĕç. Ĕç опычĕ пĕчĕк, аслă пĕлÿ çук терĕç. Университета куçăн мар майпа вĕренме кĕртесси пирки те калаçса татăлнăччĕ, анчах вăл каймарĕ. Пĕлĕшĕм урлă ăна пĕр фирмăна ĕçе вырнаçтарасшăнччĕ. Унта та йывăр ĕçрен хăраса каймарĕ. Пĕр юлташĕ патĕнче виçĕ уйăх тăрăшрĕ. Лешĕ пĕр пус та тыттармарĕ. Хваттерсенче юсав ĕçĕсем турĕ, унта та ыррăн тупăш тăваймарĕ. Юлашкинчен килтен тухмасăр пирус мăкăрлантарма, сăра ĕçме тытăнчĕ. Шалу илсенех манăн кашни лавккара унăн парăмĕсене татма тиврĕ. Чăтайманнипе хваттертен тухса кайма ыйтрăм. Вăл килсĕр-çуртсăр тăрса юласран хăрарĕ-ши? Усал йăласенчен писме шухăш-ларĕ. Çакна тума ăна Интернетри вăйăсем пулăшрĕç. Çĕрĕпех компьютер умĕнче ларатчĕ. Тепĕр чухне мана та илтместчĕ. Савнă çыннăмпа кÿршĕсем пек пурăнма тытăнтăмăр.
Унăн юлташĕсем те пирĕнтен кулатчĕç. «Лайăх арăм тупнă эсĕ, çи те çывăр», — тетчĕç ăна. Ывăлăм шкула кайма тытăнсан пурнăç тата йывăрланчĕ. Мĕн пур ĕçе пĕччен туса ывăнтăм. Аттепе анне те хытă вăрçаççĕ: «Хĕрĕм, сана эпир çав ĕçсĕр, наян çынна пăхса пурăнма çуратрăмăр-им? Сывлăхна, пурнăçна пĕр шелсĕр унпа пĕтеретĕн». «Кама кирлĕ-ха эпĕ?» — шухăшлатăп хамăн ăшăмра. Пĕр-пĕр аслă та пуян çыннăн еркĕнĕ пулмалла-и? Çук, эпĕ ун пек пурăнма пултараймастăп. Йĕркеллĕ чухне Рома кил-тĕрĕшре тирпейлет, апат пĕçерсе хурать. Çавăнпа çеç савăнтарма пултарать вăл мана. Унпа çын хушшине тухма намăс ан пултăр тесе тăтăшах çĕнĕ тумтир туянса паратăп. Малалла вулас...
Комментари хушас