Шупашкар районĕнчи Ăстакасси ялĕнчи «Кăмăл» çемье фольклор ансамблĕ кашнин чĕрине тыткăнласса иккĕленместĕп. Пĕрремĕш хут вĕсен пултарулăхĕпе паллашни куç умĕнчех. Акă, сцена варрине вăр-вар арçын ача тухрĕ те такмакласа ташша яра пачĕ.
Кăçал Аслă Елчĕкри Г.Н. Волков ячĕллĕ вăтам шкулти 9-мĕш класран 12 ача вĕренсе тухать. Вĕсенчен пĕри — Егор Мешков — чире пула вăтам класранах вĕрентекенсем пулăшнипе килте пĕлÿ пухрĕ.