Archive - 23 Кăрлач, 2020 - Тантăш
«Шкул пирĕншĕн тăрăшать, пирĕн те ăна пулăшасчĕ»
Вĕсем тĕрлĕ акцие хутшăнаççĕ, конкурссенче мала тухаççĕ, тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Çакăншăн пĕрре те кăмăлсăрланмаççĕ, хавхаланаççĕ çеç — Раççей шкул ачисен юхăмне кĕнисем хастар пурнăçа суйлаççĕ-çке! Шупашкарти РФ Медицина наукисен академийĕн академикĕн С.Н. Федоров ячĕллĕ 31-мĕш шкул ачисем те çак юхăма лекнĕренпе тунсăхлама пĕлмеççĕ. Ялан шыравра пулнăран тата тĕрлĕ мероприятие хутшăнса çитĕнÿсем тунăранах «ШУС МИКС РДШ» волонтер отрячĕ «Добро не уходит на каникулы» Пĕтĕм Раççей конкурсĕнче «Добрый старт» номинацире çĕнтернĕ, гранта тивĕçнĕ.
Кукамая курма – 10 çухрăмри яла
«Çывăх çыннăмпа мăнаçланатăп»
«Асатте», «асанне», «кукамай», «кукаçи» — çав тери ырă та ăшă сăмахсем. Кашни ачанах тенĕ пек пур çак çывăх çынсем. Вĕсем мăнукĕсене чунран юратаççĕ, тутлă çимĕçсемпе сăйлаççĕ, тĕрлĕ юмах каласа савăнтараççĕ, пурнăçăн чăнлăхĕсемпе паллаштараççĕ. Çемьере ачана, çамрăка ăс параканĕ – ватă. Чăваш ачи яланах унăн хÿттинче çитĕннĕ.
Шупашкар районĕнчи Çĕньял Покровски шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренекенсем те хăйсен юратнă аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ çинчен каласа кăтартма кăмăл турĕç.