Archive - 28 Çурла, 2019 - Хресчен сасси

28 Çурла, 2019

Наци проекчĕсем: Хресчен сасси 32 (2771) № 28.08.2019

Патăрьел районĕнчи Турханти пĕтĕмĕшле практика уйрăмĕн врачĕ Анатолий Кольцов пуçарăвĕпе тата вăл ертсе пынипе ку тăрăхра сывлăха сыхлас тĕлĕшпе час-часах тĕрлĕрен мероприяти иртет. Асăннă тăрăхра нумаях пулмасть «Сывлăх енне — 10000 утăм» акци йĕркеленĕ. Ăна чĕре чирĕпе аптăракансене халалланă.
Ырă çак пуçарăва çамрăк ăрупа пĕрлех ял-йыш та хутшăннă. Акă педагогика ĕçĕн ветеранĕ Лидия Гусева, 91 çулта пулин те, çак дистанцие çăмăллăн парăнтарнă. Сăмах май, Анатолий Валентинович та ачасемпе пĕрле утнă.