Archive - 18 Çу, 2020 - Чăваш хĕрарăмĕ

18 Çу, 2020

Килĕшÿллĕ çи-пуç çĕлер-и?

"Вĕренни çăкăр ыйтмасть, хăй тăрантарать" теççĕ вĕт. Декретри амăшĕн хушма пĕлÿ илме май пурри çинчен малтанах илтнĕ. Çапах виççĕмĕш тĕпренчĕк çуралсан тин çак çăмăллăхпа усă курма тĕв турăм. Мана çĕвĕç ĕçĕ ытларах илĕртрĕ.

18 Çу, 2020

Ачаллă çемьесене — хушма пулăшу

COVID-19 вируса пула нумай предприяти-организаци вăхăтлăха ĕçлеме чарăнчĕ. Çакă çĕршыв экономикине кăна мар, çемье бюджетне те самаях витĕм кÿчĕ. Ача-пăча ÿстерекен кил-йыша пушшех çăмăл мар кун пек ларутăрура. Раççей Президенчĕ Владимир Путин ку енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнни çемьесене çăмăллăх кÿресси куç кĕрет.
Çĕршыв ертÿçин хушăвне ача ÿстерекенсем ырласа йышăнчĕç.