Зорге куçлăхĕ шкулта упранать упранать

18 Çу, 2020

Шупашкарти 3-мĕш вăтам шкул "Ăрусен çыхăнăвĕ" музей комплексĕ уçнипе ыттисенчен палăрса тăрать. Унăн ĕçне Светлана Иванова вĕрентекен 2006 çултанпа йĕркелесе пырать. Вăл кăçал та "Серафим учителĕ" конкурсра çĕнтерчĕ. Вĕрентекенсен тупăшăвĕнче икĕ хутчен умлă-хыçлă мала тухни республикăра урăх пулман. Серафим Саровский фончĕ ирттерекен кăçалхи конкурса Раççейри тата ют çĕршывсенчи 353 педагог хăйсен ĕçĕсене янă.
Светлана Викторовна шăпах "Ăрусен çыхăнăвĕ" музей комплексĕ ачасен ăс-тăн аталанăвне витĕмкÿни çинчен проект хатĕрленĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмана çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалланă. "Музей ĕçĕ маншăн — чун уççи", — çирĕплетет математика вĕрентекенĕ. Ахальтенмар çакăнти экспонатсемпе тĕрлĕ ÿсĕмрисем — организацисенче вăй хуракансем, шкулта пĕлÿ илекенсем, ача садĕнче аталанакансем — кăсăкланаççĕ.
Комплекс виçĕ уйрăма — Рихард Зорге, Иакинф Бичурин, Çар Мухтавĕн музейĕсене — пĕрлештерет. Экспонатсемпе усă курса шкул ачисем те, педагогсем те презентацисем, проектсем хатĕрлеççĕ. Истори пулăмĕсене сăнлакан ĕçсем хăйсен анлăшĕпе тыткăнлаççĕ.
Хăнана чĕннĕ
"Музей комплексĕнче экскурси ирттерекен шкул ачисем яланах хисепре. 2018 çулта вĕсем республикăри çамрăк музейçăсен шкулĕнче вĕренни çинчен сертификат илчĕç.
Нумаях пулмасть шкулта экскурси йĕркелекенсен виçĕ ăрăвĕ тĕл пулчĕ", — вĕренекенсем музей ĕçне хăйсен тÿпине хывнине палăртать Светлана Иванова. 2007 çулта "Ăрусен çыхăнăвĕ" музей комплексне Мускавра Аслă Çĕнтерÿ ялавĕн копине парнеленĕ.
Çар Мухтавĕнмузейĕ, тĕслĕхрен, Инçет хĕвел тухăçĕнче яппун вăрçине хутшăннă ветерансемпе туллин паллаштарать. Нумайăшĕнпе уйрăм папка хатĕрленĕ. "Маларах ветерансемпе тăтăш тĕл пулаттăмăр. Яппун вăрçи вĕçленнĕ кун — авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче — Атăл тăрăх теплоходпа ярăнаттăмăр. Çакă та пире çывăхлататчĕ.
Шкулти Паттăрлăх, Çĕнтерÿ урокĕсенче сăмах илетчĕç вĕсем. Кун-çулĕ, вăрçă çинчен каласа кăтартатчĕç. Çак йыш çулсерен чакса пычĕ. Халĕ никам та юлман. Малалла вулас…
www.hypar.ru
Марина ТУМАЛАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.