Archive - 2019 - Чăваш хĕрарăмĕ

февраль 9th

Чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Александров куракансене юбилей каçне пуçтарчĕ. Канаш районĕнчи Энтрияль каччин пултарулăх çулĕ Чăваш патшалăх пукане театрĕнчен пуçланнă. Çартан таврăнсан К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрне вырнаçнă вăл.

Пурнăçра кашни йăнăшшăн явап тытма тивет çав. Эпĕ те çамрăк чухнехи çылăхăмсенчен тасалса пĕтейместĕп курăнать. Çавăнпах халĕ те анне пулаймастăп та… Ытла та айван пулнă-çке. Шел, кая юлса ăнлантăм çакна. Чăн телей хакне хĕр чухне пачах чухламан...

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2012 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче алă пуснă хушупа килĕшÿллĕн Шупашкара йĕркеленĕренпе 2019 çулта 550 çул, 2020 çулта Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа пĕр ĕмĕр çитнине уявлăпăр.
Çавна май уявсене хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕ туса хунă. Унăн председателĕ — Раççей культура министрĕ Владимир Мединский.

Салтак тумĕ яша та, пиçĕхнĕ арçынна та илем кÿрет. Эх, мĕн тери чипер вĕсем, ятарлă çи-пуç тăхăннисем! Тăван çĕршывăн чăн хÿтĕлевçисен çапла пулмалла та.
Патвар та хăюллăскерсене кам юратмĕ? Мĕнле куç савăнса сăнамĕ? Маттур ывăлĕсемпе амăшĕсем те мăнаçланаççĕ, хăватлă мăшăрĕсемпе арăмĕсем те савăнаççĕ паллах.

Шупашкар урамĕсенче уçăлса çÿренĕ май кама мĕн кăчăк туртать, киленÿ кÿрет? Иккĕленместĕп: ыйтăва хуравланă май чылайăшĕ çĕр-çĕр хунар çутиллĕ Атăл кÿлмекне асăнĕ.

февраль 2nd

Красноармейски районĕнчи Очкасси ялĕнче паян 22 кил шутланса тăрать. Анчах 9 çурт мăрйинчен çеç тĕтĕм тухать. Ку ял пысăккисен йышне нихăçан та кĕмен темелле. 1999 çулта кунта 12 хуçалăх тĕпленнĕ, 33 çын пурăннă. 2002 çулта вара 13 киле шута илнĕ.

— Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне виççĕре кăна пулнă эпĕ. Ленинград хули тÿснĕ хăрушă кунсене çавăнпа лайăхах ас тумастăп. Бомба çурăлнă вăхăтра тарса пытанмалли шăтăксем, урамсенче ваннă кĕленче сапаланса выртни вара куç умĕнче.

Çанталăк час-часах улшăннине пула пуç ыратнипе аптăракан чылай. Ун пек чухне харпăр хăйне мĕнле пулăшмалла?
Пуç хытă ыратнине чăтмалла мар. Унăн сăлтавĕ тĕрлĕрен пулать. Мигрень чухне пуçăн пĕр енĕ хытă аптăратать. Ĕнсен пĕр енĕ хытсан, ыратни куç е тăнлав енне куçсан мăй остеохондрозĕ нуша кăтартни паллă. Тĕртĕмсем хытсан пуçа кăшăл хĕстерсе хунăн туйăнать. Ыратнине тăтăш туйсан тухтăр патнех кайма васкăр.
Çакăн пек мелсем пулăшма пултараççĕ. Пĕтнĕк чейĕ пĕçерĕр, лимон хушса ĕçĕр. Асра тытăр: организма шĕвек çитмесен те пуç ыратма пултарать.

январь 28th

Красноармейски районĕнчи Яманак çыннисем чиркÿре кĕлĕ ирттерекен Александр аттене хисеплени калаçуранах палăрчĕ. 
Хăйĕн вырăнне чиркÿре тупиччен ялти шкулта ачасене физика, астрономи, географи, информатика вĕрентнĕ вăл. Пĕлÿ çуртĕнче 15 çул ĕçленĕ.

Pages