Комментари хушас

25 Чÿк, 2019

Амăшĕн телейĕ

Ачаш туйăмпа, кашни çынпа çыхăннă уяв вăл — Амăшĕн кунĕ. Çутă кун парнеленĕ çывăх çыннăмăрсене тимлĕхпе савăнтарма, хамăр юратни-хисепленине сăмахпа-ĕçпе палăртма вăхăт çитнĕ май амăшĕн телейĕ çинчен калаçу хускатрăмăр. Çак ыйту хуравне пирĕн тăрăхра пурăнакан арçынсемпе хĕрарăмсем еплерех кураççĕ-ши?

Евгения, 72 çулта, Шупашкар районĕ:
— Амăшĕн телейĕ — пĕтĕм çемье тĕрĕс-тĕкел пулни. Пурте сывă чухне унăн чĕринче те лăпкă.
Раиса, 60 çулта, Красноармейски районĕ:
— Хĕрарăм шăпи вăл çуратнă ача шутĕнчен килмест. Пĕр ача та ĕмĕр тăршшĕпех савăнăç кÿме пултарать. Пиллĕк çуратни те хăй ĕмĕтленнине кун-çул тăршшĕпе курмасть-и тен? Шухăшлатăп та — çĕр çинче телейсĕр хĕрарăм чылай. Çакă арçын тĕрекĕ çителĕксĕррипе çыхăннă-тăр.
Тамара, 49 çулта, Шупашкар районĕ:
— Икĕ ача амăшĕ, виçĕ мăнукăн кукамăшĕ эпĕ. Тавах Турра — мăшăрăм юнашар, унпа тату пурăнатпăр. Телейлĕ мар-и вара? Хĕрарăм миçе ача çуратсан чăннипех телейлĕ пулассине калама йывăр: çакă вăл хăйне мĕнле туйнинчен, унăн тĕрев шанчăклăхĕнчен, çут çанталăк еплерех пÿрнинчен килет. Ача садĕнче воспитательницăра ĕçленĕ май çакна асăрхатăп: халĕ йышлă çемье нумайлансах пырать. Ман ушкăнра, тĕслĕхрен, 12 шăпăрлан — нумай ачаллă çемьерен. Аван пурăнакан кил-йышсенчен вĕсем. Хамăн хĕрĕмсем татах та çуратсан савăннă кăна пулăттăм.
Владимир, 56 çулта, Хĕрлĕ Чутай районĕ:
— Эпир аттепе анне çуначĕ айĕнче тăваттăн çитĕннĕ. Ырри те чылай пулнă, пĕр-пĕрне кÿрентеркелени те. Шел, мăшăр пĕр ача кăна парнелерĕ. Эпĕ, паллах, иккĕ те пулин кирлех тесе шухăшлаттăм. Пĕр ача пĕрлĕхлĕ тесе ахальтен каламан-çке...
Лариса, 50 çулта, Куславкка районĕ:
— Хĕрарăм ача-пăчаллă пуласси, çавна май телей курасси сывлăхран нумай килет. Вăл пепкеллĕ пулма май парать тĕк, çумра шанчăклă мăшăр пулсан мĕн-ма çуратас мар? Эпĕ часах качча кайман. 31 çулта пуçласа амăшĕн ятне илтрĕм. Икĕ ывăл хальлĕхе пĕлÿ илет, вĕсем пирĕн шанăçа тÿрре кăларасса шанатăп.
Елена, 62 çулта, Сĕнтĕрвăрри районĕ:
— Амăшĕ телейлĕ пулсан ачи-пăчин те кун-çулĕ çутă. Эпĕ икĕ ача çуратса çитĕнтертĕм. Ĕнер хĕр мăнук парнелерĕ. Çакă савăнăç мар-и?
Пичче, шăллăм, упăшка пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕç. Темле пулсан та хĕрарăмăн ачисемшĕн, вĕсен ырă малашлăхĕшĕн пурăнмалла.
Дмитрий, 17 çулта, Красноармейски районĕ:
— Пирĕн, виçĕ ачин, анне телейлĕ пулнине курас килет. Эпир ăна кил таврашĕнче ĕçлесе пулăшатпăр. Сăнĕ кулăпа çуталтăр тесе тăрăшса вĕренетпĕр, уявсенче кĕл чечек çыххи парнелетпĕр. Вăл пирĕншĕн хăйĕн юратăвне шеллемест.
Альбина, 57 çулта, Элĕк районĕ:
— Амăшĕн телейĕ — çемьере. Ача-пăча сывă, мăшăр юнашар тăк хĕрарăм чунĕнче лăпкăлăх хуçаланать. Хăй вăхăтĕнче икĕ ача çуратрăм. Виççĕмĕшĕ те кирлĕ пулнă-ха та... Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВĂПА Марина ТУМАЛАНОВА хатĕрленĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.