Иксĕлес çук мул çÿпçи

11 Чÿк, 2019

«Спортсмен, активист тата питĕ хитрескер…» Паллă фильмри сăмахсене кăшт улăштарса çак статья геройĕ çинчен шăпах çапла калас килет.

Малтанах куç умне интернетра вырнаçтарнă чăваш тумĕллĕ хĕрпе каччă сăн ÿкерчĕкĕ çакланчĕ. Телейлĕ мăшăр сăнланнă унта. Наци тумтирĕпе питех те илĕртÿллĕ курăнаççĕ. Ахăртнех, туй саманчĕ сăнланнă. Чим, паян, уявсем кафе-ресторанра кĕрлеме хăнăхнă саманара, чăн чăвашла «туй, туй, туй тесе…» параппан çапакан та пур-ши вара? Анат енчи районсенче хăшĕ-пĕри çапах та ваттисен йăлине пăхăннине-тытса пынине асăрхама пулать-ха. Сăн ÿкерчĕкпе çыхăннă, интернета вырнаçтарнă информацие ĕненес пулсан вара хайхи мăшăр — Муркаш районĕнчен. Çак маттурсемпе хамăр кăна мар, вулакана та паллаштарас кăмăл Радимир Семенова шыраса тупма хистерĕ.
Ачи ытла та пултаруллă çураласса сиссех-ши — Муркаш районĕнчи Анаткас Апашра пурăнакан Александр Петровичпа Алевтина Валериановна Семеновсем пепки валли хăйне евĕр ят тăрăшсах шыранă. Ыттисен хушшинче тÿрех палăрса тăтăр тенĕ ахăртнех. Кунпа мар, сехетпе ÿссе пыракан ывăлĕ, чăн та, ашшĕ-амăшĕн шанăçне тÿрре кăларнă. Çемье пуçĕ клубра ĕçленĕ. Купăс калама хăй тĕллĕн вĕреннĕскер илемлĕх ертÿçинче тăрăшнă. Мăшăрĕ шкулта ачасене вырăс чĕлхи вĕрентнĕ. Арçын ача — арçын ачах. Ашшĕ енне ытларах туртăннă, çав вăхăтрах амăшне те кÿрентермен. Паян Радимир Александрович та шкулта ачасене вĕрентет — музыка урокĕсене тытса пырать. Уроксем хыççăн йĕкĕтсене нотăсемпе туслаштарса баян калама та хăнăхтарать. Çав вăхăтрах вăл районти Москакасси ялĕнчи «Шуçăм» ушкăнăн илемлĕх ертÿçи те. Чăн та, çамрăк арçын кунсăр пуçне тата темĕн те пĕр ĕçлесе ĕлкĕрет. Анчах та пурин пирки те йĕркипе каласа кăтартар.
Пĕрремĕш ыйту сценăпа çыхăннине вулакан тÿрех тавçăрчĕ ахăр. Шĕвĕркке, çакă малтанах ашшĕ хистенипе çыхăннă-тăр, куракана пултарулăхĕпе тыткăнлама миçе çулта пуçланине хăй те ас тумасть. Тен, пĕрремĕш-иккĕмĕш классене çÿреме пуçласан?.. Анчах, ах, анчах! Пĕррехинче сцена çинче хĕрсе кайсах чăваш ташшине сĕвнĕ чух арçын ачан уринчи пушмакĕ хывăнать-ÿкет! Пĕтрĕмĕр! Мĕн тумалла? Анчах та ашшĕ хытарса каланине лайăх ас тăвать пĕчĕк артист — епле пулсан та номере яланах вĕçне çитермелле. Хăрах ури санталипе, тепри нускипе… ташласа пĕтерет вăл. Çакăнтан пĕтнĕ артист пуласси. Намăс курнă хыççăн — çакна çапла йышăнать арçын ача — урăх тухмасть хайхискер куракан умне. Анчах та «нихăçан та» тесе нихăçан та каламалла мар теççĕ-и-ха?
Çулталăк иртет. Арçын ача пĕчĕккĕнех купăс калама вĕренет. Малтан, паллах, ашшĕ кăтартать. Унтан хăй турткалама пуçлать. Çапла пĕчĕккĕнех пĕр макăртать, пĕр юрлаттарать купăса. Купăсçă вырăнĕ вара ăçта? Паллах, сцена çинче! Пурнăçне те, шăпине те, ĕçне те, вĕсене кăна мар, юратăвне те чăвашлăхпа, халăх культу-рипе, йăли-йĕркипе çыхăнтарать çапла маттур каччă. Шкул хыççăн ăна пĕртен-пĕр çул кĕтнĕ темелле — культура училищи. Унччен маларах вара вăл Г.Лебедев ячĕллĕ наци лицейĕнче вĕреннĕ. Çакăнти педагогсем те нумай витĕм кÿнĕ, паллах, унăн ăс-тăнĕпе тавра курăмне.
Инçет Хĕвел тухăçĕнче салтак пăтти çисе пиçĕхнĕ хыççăн Радимир Александрович яла таврăнать, клуба ĕçлеме вырнаçать. Çÿлерех каланăччĕ: хастар каччă темĕн те ĕçлесе ĕлкĕрет. Чăнласах ларма-тăма пĕлменскер хурт-хăмăр ĕрчетес енĕпе аппаланать. Тĕрĕссипе, ашшĕн килĕнче вĕллесем малтан та пулнă-ха. Анчах та ĕç йĕркине наукăпа çыхăнтарсан аванраххине ăнланни ял хуçалăх академине илсе çитерет, каччă ку енĕпе те ятарлă пĕлÿ илет. Халĕ çемье хурт-хăмăрпа çыхăннă темĕн тĕрлĕ продукци туса илет — чиперккесем мунчара хаваспах усă куракан скраб таранах пур вĕсен ассортиментĕнче. Пыл хурчĕ вара ырă çыннăн уйрăмах ăнăçать теççĕ. Семеновсем пылак çимĕçе никамшăн та шеллемеççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Рита АРТИ хатĕрленĕ. Р.СЕМЕНОВ архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.