Archive - 24 Кăрлач, 2015 - Чăваш хĕрарăмĕ

24 Кăрлач, 2015

«Чăваш хĕрарăмĕ» № 2 /872/ 24.01.2015

Инкеке сирекенсем уява пухăнчĕç.

Йытă та çимен апата туянса тăкакланиччен...

ЧР Пуçлăхĕн Çырăвне сÿтсе яватпăр.

Организма, юн тымарĕсене тасатма, ĕмĕре тăсма пулăшакан çимĕçсем.

Пĕччен хĕрарăма шăши те кÿрентересшĕн.

Аттесĕр ÿснине кура “Тупăлча” тесе кÿрентеретчĕç...

Çемьери хутшăнусене идеал шайне çитерме пулать-и?

24 Кăрлач, 2015

«Кĕнекеçĕсем çыраççĕ чăвашсен кунне-çулне...»

Ĕнер Оперăпа балет театрĕнче Раççейре - Литература, Чăваш Республикинче Константин Иванов çулталăкне уçнă май кĕнекене юратмалли, калем ăстисен ĕçне хисеплемелли çинчен калаçрĕç. Тĕнчипе палăрнă çыравçăсемпе сăвăçсен ĕçĕсене сцена çине кăларни хăпартлантарчĕ. Çакă - пирĕн чăн пуянлăх.

24 Кăрлач, 2015

Инкеке сирекенсем

Çак эрнере Правительство çуртĕнче республикăри васкавлă службăсен ертÿçисем вĕренÿпе методика пухăвне пуçтарăнчĕç. Чрезвычайлă лару-тăрăва сирес ĕçре вăй хуракансем иртнĕ çулăн кăтартăвĕсемпе, пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕç. Пухăва Раççей МЧСĕн Атăлçи регион центрĕн пуçлăхĕн заместителĕ Дмитрий Маркушов та хутшăнчĕ.

24 Кăрлач, 2015

Хĕвелçаврăнăш та çиме пăрахнă

Лавккасенче апат-çимĕç хакĕ иртнĕ çулах, октябрь-ноябрь уйăхĕсенчех, ÿсме пуçларĕ. Чи малтан çакă хуратул кĕрпинчен пуçланчĕ. Каярах Шупашкар пасарĕсенче панулми тăруках 50-60 тенке çывхарчĕ.

Çак кунсенче ятарласа Шупашкарти тĕп пасара çитсе килтĕмĕр. Улма-çырла сентри аякранах илĕртнине кура чарăнсах унти хаксемпе кăсăклантăмăр.

- Халăх пире кураври пек туйăнать. Пăхкаласа тăраççĕ те пăрăнса утаççĕ, хаклă теççĕ. Пĕр панулми, пĕр груша виçтерекен те пур, студентсем ахăр, - терĕ Марина сутуçă.

24 Кăрлач, 2015

Çивĕч калем ăстисем

Январĕн 17-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалласа савăнăçлă уяв иртрĕ. Ытти çулхинчен ăна кăçал хăйне майлăрах, илемлĕрех йĕркеленĕ. Чи малтан Сăмах вăйĕ, унăн пĕлтерĕшĕ пирки калаçу пулчĕ. Чăн та, сăмахра пысăк вăй-хăват пытаннă.