Archive - 26 Раштав, 2017 - Хыпар
"Хыпар", 169 (27284) №, 26.12.2017
Ют çĕршыв çамрăкĕсен куçĕпе
Чуна çывăх юрăсен хуçи
Чăваш халăх поэчĕ, ЧАССР тата РСФСР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Василий Давыдов-Анатри çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Пирĕншĕн Василий Иванович илемлĕ юрăсен сăмахĕсен авторĕ пек те хаклă. Вăл çырнă йĕркесем чăнласах чăваш чунне çывăх, пурнăçран илнĕскерсем: «Чĕвĕл чĕкеçсем, çепĕç шăпчăксем савăнса юрлаç янкăр ирхине. Хастар каччăсем, çамрăк пикесем васкаса утаç тулă пуссине…»
Эпир — малалла, эсир ăçталла?
Раштавăн 21-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов «Кăçалхи 11 уйăхра выльăхран продукци илессипе ĕçсене пĕтĕмлетни тата 2017 çулхи тĕллевсене пурнăçласси» темăпа канашлу ирттерчĕ.
Хавхалану çирĕп шанчăк çуратать
Пулас фермера тĕнче касса çÿрени йăлăхтарнă
Канаш районĕнчи Ухман ялĕнче çуралса ÿснĕ Валерий Макаров пĕр вăхăт Канаш хулинчи тĕрлĕ предприятире вăй хунă пулин те тăван тăрăхра тĕпленсе ĕçленине нимĕн те çитменнине лайăх ăнланса илнĕ.
Хуньăмпа пĕрле виçĕ эрне – çăтмахра
Çывăрма хатĕрленнĕччĕ — телефон шăнкăртатрĕ. «Ялтан! — терĕ арăм. Пиччĕшĕ Юрий калаçнине тимлĕн итлесе пĕтерчĕ. «Тумлан, кайрăмăр!» — команда пачĕ вăл. Хуньăм мунча хыççăн хăйне япăх туйма пуçланă-мĕн.
— Больницăнах вырттарасчĕ! — шухăшне татăклăн каларĕ тухтăрта вăй хуракан мăшăр ашшĕне тĕплĕн тĕрĕсленĕ хыççăн.