Кăçал Аслă Елчĕкри Г.Н. Волков ячĕллĕ вăтам шкулти 9-мĕш класран 12 ача вĕренсе тухать. Вĕсенчен пĕри — Егор Мешков — чире пула вăтам класранах вĕрентекенсем пулăшнипе килте пĕлÿ пухрĕ.
Пур шкул ачипе пĕрле эпĕ те çуллахи каникула чăтăмсăррăн кĕтрĕм. Акă ăшă кунсем пуçланчĕç. Хĕвел те ман çине юратса пăхать пек. Мĕншĕн тесен вĕренÿ çулне «5» паллăсемпе çеç вĕçлерĕм. Çак кăтартупа аннене савăнтартăм. Хĕпĕртенипе кукамая та шăнкăравласа пĕлтертĕм.