Елюк аппа
1971 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн дипломне илсен тăван районти «Звезда» колхозра тĕп инженерта ĕçлеме пуçларăм. Çулталăкран Вăрнар район пикипе Риммăпа /хыçалта, варринче/ çемье çавăртăмăр. Атте-анне килĕнче пĕр çул ытла пурăнтăмăр. Тăватă ачаран асли пулнă май чăвашсен ырă йăлипе уйăрăлса тухма тиврĕ. Самуккасси ялĕ вăл вăхăтра «малашлăхсăррисен» шутĕнчеччĕ.