Арăмĕ те трактор рулĕ умне ларать

2 Çĕртме, 2016

Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăра пурăнакан Ивановсем килен-каяна сĕтел хушшине лартса чей ĕçтермесĕр кăларса ямаççĕ. Кунта ирхи 4 сехетре ĕç «вĕреме» тытăнать. Хăнана хисеп туни темрен хаклине лайăх пĕлеççĕ вĕсем. Кил ăшшин управçи Татьяна Георгиевна плита умĕнче тутлă апат хатĕрлеме çеç мар, хуçалăха тытса пыма та вăхăт тупать. Мăшăрĕпе иккĕшĕ фермер ĕçне 10 çул каяллах кÿлĕннĕ. Вĕсем выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, тыр-пул, çĕрулми çитĕнтереççĕ… Кунĕпех ĕç çинчен шухăшлаканскерсен пушă вăхăт та çук пулĕ. Пур çĕре те ĕлкĕрме хăнăхнă вĕсем. Татьяна сăн-питне илем кĕртме те май тупать. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.