Анлă рынока талпăнар

13 Пуш, 2018

Сăмаха кил хуçалăхĕсенчен пухакан сĕтĕн хакĕнчен пуçлас килет. Нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕччен Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне районĕсенче ĕне усракансене кашни литршăн 12 тенкĕ çеç тÿлерĕç. Иртнĕ уйăхра сутлăх хака, 2017 çулхи раштав уйăхĕнчен пуçласа хăвăрт чакса пынăскере, патшалăх тата муниципалитет органĕсем пулăшнипе тытса чарчĕç. Вăл кăштах хăпарчĕ. Халĕ чи пĕчĕк хак 13 тенкĕ.
Паян продукци пуçтаракансем Улатăрсене — 15-17, Елчĕксене — 15-16, Патăрьелсене 14- 16 тенкĕ тÿлесе, ĕне тытакансен ĕçне лайăхрах хакласа ытти районти предпринимательсене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Сĕт йышăнакан пунктсемпе продукцие тирпейлекен предприятисенчен инçе мар ялсен-че пухакансем сахалрах тăкак тÿсеççĕ пулин те 13 тенкĕ çеç тÿлекен йышлă. Çулталăк каялла кил хуçалăхĕсене 20-22 тенкĕ тÿленĕ. «Хака продукци пухакансем, республикăри сĕт тирпейлекен предприятисем антарса лартрĕç», — теççĕ ĕне усракансем. Çапла, сутлăх хак мĕнле пуласси вĕсенчен нумай килет. Апла пулин те çĕршывра иртнĕ уйăхсенче вăл нумай чакнин тĕп сăлтавне юр-вар хатĕрлекен тĕп компанисемпе çыхăнтармалла. Вĕсем чĕрĕ сĕтшĕн пурне те çулталăк ка-яллахинчен чылай сахалрах тÿлеме пуçларĕç. Ытларах ют патшалăхсенчен турттаракан типĕ сĕтпе усă курса юр-вар хатĕрлеççĕ. Вĕсен склачĕсем чикĕ леш енчен илсе килнипе тулнă. Пирĕн аграрисем туса илекен чĕрĕ сĕте е вырăнти предприятисем тăвакан типĕ сĕте хаклăрах пулнă пирки туянасшăнах мар.
Раççее çулталăкра 8 млн тонна таран сĕт çитмест. Хальлĕхе пирĕн аграрисем тĕрлĕ сăлтава пула унпа туллин тивĕçтереймеççĕ. Çавăнпа ют патшалăхсенчен сĕт тата юр- вар ыйтма тивет. Вĕсенчен илсе килнинче Беларуç Республикин тÿпи — 80% яхăн, çав шутра тăпăрчă — 99%, йÿçĕ юр-вар — 94%, çу хисепĕ 2,5-3,2 тата чылай пысăкрах процентлă сĕт — 92%.
Беларуçри предприятисем Раççее ăсатакан типĕ сĕтĕн сутлăх хакне кăçалхи икĕ уйăхра икĕ хут чакарса 2013 çулхи шая антарса лартнă. Паллах, пирĕн заводсем ăна тăпăлтарсах илеççĕ. Хамăрăн сутăнмасть.
Иртнĕ уйăхра регионсен ертÿçисем Дмитрий Медведевпа тĕл пулсан Беларуçран илсе килнипе Раççей завочĕсене тултарнине, вĕсем вырăнти чĕрĕ сĕте чылай сахалрах туянма пуçланине, сутлăх хака чакарнине пĕлтерчĕç, импорта патшалăх енчен йĕркелеме ыйтрĕç. Премьер-министр тивĕçлĕ органсенчен темăна тĕпчеме хушрĕ. «…Пирĕн юр-вар промышленноçне ата-лантармаллах, — терĕ. — Еврази пĕрлĕхĕнчи партнерсен тата пирĕн — пĕрлехи рынок. Пĕр- пĕрин хушшинче килĕшÿ çирĕплетнĕрен çĕршывра вĕсен продукцине мĕн чухлĕ суттарассине палăртса чарма пултараймастпăр. Çапах та хамăр граждансем — пĕрремĕш вырăнта».
ЧР Ял хуçалăх министерстви иртнĕ эрнере Россельхознадзор кăçалхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа Беларуçран вăхăтлăха сĕт тата сĕт продукцийĕ /10 тĕрлĕ ытла, вăл шутра типĕ сĕт/ турттаракан çулсем çине тĕлĕ-тĕлĕпе чикĕсем лартасси çинчен пĕлтерчĕ. Çав кунран пуçласа Россельхознадзор ветеринарин чикĕри пункчĕсене тĕрĕслеме кĕнĕ фурăсене каялла çавăрса яма палăртнă. Хальлĕхе чикĕсем ăçта- ăçта лартассине пĕлтермен. Вĕсене кĕске вăхăтлăха, Беларуç предприятийĕсем продукци пахалăхне лайăхлатиччен, тăвĕç. Официаллă информаци тăрăх — Раççейре сĕт, юр-вар ытларах хатĕрлеме май туса парас тĕллевпе мар, кÿршĕсем продукци янтăланă чухне ветеринари-санитари ыйтнине кирлĕ пек пăхăнман пирки. Беларуçран çĕршыва илсе килнĕ, санитари-ветеринари нормине тивĕçтермен мĕн пур йышши продукцире сĕт тата юр- вар 2016 çулта — 723 /53%/, 2017 çулта — 596 /55,6%/, кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче 32 тĕслĕх палăртнă. Çав хушăра юр-вара пач хушма юраман, этем сывлăхне сиен кÿрекен хутăшсемпе усă курнă 232 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырура АПК умне 4 çултанах апат-çимĕç чикĕ леш енне çĕршыва илсе килекеннинчен нумайрах сутма, хамăра хамăр сĕтпе туллин тивĕçтерме тĕллев лартрĕ. Пĕлтĕр Раççейре ăна 18 млн тоннăна яхăн туса илнĕ. Вăл çĕршыври тирпейлекен заводсене çитмест. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.