- Чăвашла верси
- Русская версия
Амăшĕн кĕлли ăна вăрçăран чĕрĕ тавăрнă
Юрий Иванов Сывлăш десант çарĕн кунне кашни çулах уявлать. Çартан таврăннă хыççăнах кăвак берет, салтак тумĕпе аттине тăхăнсах Шупашкар урамĕсем тăрăх утнă вăл. Афганистанри хĕрÿ çапăçусенче пиçĕхнĕскерĕн мăнаçланмалăх пулнах. Икĕ хутчен аманнă, «Паттăрлăхшăн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальсене тивĕçнĕ вăл. «Халĕ ĕнтĕ форма тăхăнмастăп, наградăсене те çакмастăп, пĕр призыврисемпе тĕл пулса калаçасси темрен паха. Шел те, нумайăшĕ пирĕнпе çук ĕнтĕ, иккĕн-виççĕн пуçтарăннăшăн та савăнатăп», - терĕ редакци тĕпелне килнĕ ветеран.
Юрий Геннадьевич Шупашкарта çуралса ÿснĕ, ашшĕ-амăшĕ чăваш пулин те вырăсла калаçать вăл. Кăн-кăвак куçлă, кĕлеткерен тĕреклĕ, илемлĕ çак арçын пуплевĕ хăйнеевĕр: пулни-иртни çинчен шÿтлесе, сăмахсене кулăшла çавăрттарса хурать те кулмасăр чăтаймастăн. Çав вăхăтрах ăнланатăн: вăрçă - шÿт мар. Унăн вут-çулăмĕ витĕр тухса кулăш туйăмне упраса хăвармашкăн тарăн та пуян чун-чĕре кирлĕ. Тĕрĕссипе, йăлтах шалта, чунра, пытарăннă. Ăна хускатас та, тĕкĕнес те килмест ахăртнех.
Çуралнă кунĕнче куçне хупнă
Юрий рабочисен çемйинче çуралса ÿснĕ, Шупашкарти 33-мĕш шкулта вĕреннĕ. Ун хыççăн техникумра техник-механик профессине алла илнĕ. ДОСААФа çÿренĕ чухне вăл парашютпа 3 хутчен сикнĕ, сывлăш десант çарне хатĕрлессине ун чухнех туйнă. 1984 çулта çуркунне ун патне те повестка килнĕ. Афганистанран таврăннă чикĕ хуралçиcем, тусĕсем, те ăсату каçне пынă, асаилĕвĕсемпе пайланнă. Юра та çав вăрçа лекме пултарасса ăнланнă, чунпа çирĕпленнĕ. Тепĕр кунхине ир-ирех салтак аттине тин кăна тăхăннă 40 яша пуйăс Канашран аякка илсе кайнă. Мĕнлерех пулĕ çав вĕсен шăпи? Пурте тĕрĕс-тĕкелех таврăнĕç-и Тăван çĕршыва? Узбекистанри Фергана хулине майăн 1-мĕшĕнче çитнĕ вĕсем. Унтан çамрăк салтаксен курсĕ пуçланнă. Ачаранах спортпа пиçĕхнĕ, чупас енпе 50-шар çухрăма парăнтарма хăнăхнă Юра Иванова вĕренÿри марш-бросок чăрт! сурмалăх кăна пулнă: хăйне çăмăл туйнă вăл кунта. Малалла вулас...
Комментари хушас