«Аманнă салтаксене макăра-макăра çăваттăм»

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче совет салтакĕ йывăрлăха парăнмасăр, хĕн-асап умĕнче чунпа хуçăлмасăр çĕнтернĕ. Гитлер эшкерне парăнтарса Çĕнтерĕве çывхартнă çĕрте чăваш халăхĕн тÿпи те пысăк. Пин-пин çамрăк вут-çулăма кĕнĕ, арçынсем ачисене, арăмне юлашки татăк çăкăрпа хăварса фронта тухса кайнă. Вăрмар районĕнчи Аслă Пинерте çуралса ÿснĕ Мария Васильевнăран вăрçа епле лекнине аса илме ыйтсан: “Питĕ йывăр пулчĕ мана”, — тесе ассăн сывларĕ. Пĕр вăхăт чĕнмесĕр ларчĕ 97 çула кайнă кинемей.

Мария çемьере чи кĕçĕн ача пулнă. Аппăшĕ-пиччĕшĕ çемье çавăрса уйрăлса тухнă, çавăнпа хĕрача ашшĕ-амăшĕпе кăна кун кунланă. Шкул пĕтерсен Мария Васильева Елчĕкре воспитательте ĕçленĕ. 1942 çулхи утă уйăхĕнче ăна район комиссариачĕ вăрçа кайма повестка панă. Марийăна ялĕпех ăсатма пынă. Ялтан вăл пĕчченех вăрçа кайнă. Районтан пĕтĕмпе виçĕ хĕр, Ыхраçырма тата Арапуç ялĕсенчен, пулнă.

— Вăрмарта пуйăса ларнă чухне макăрса вилеттĕм пулĕ. Питĕ хăрарăм эпĕ, — куççульне шăлчĕ Марье аппа. Ватăскере калаçма, асаплă кунсене аса илме питĕ йывăр.

— Анне пире каласа кăтартнине астăватăп-ха, — калаçăва хутшăнчĕ çывăх çыннине, I ушкăнри инвалида, пăхса пурăнакан хĕрĕ Галина Иосифовна. — Пуйăс кашни станцире чарăнмассерен снаряд ÿксе çурăлнинчен хăранă вĕсем.

Хĕрсене пуçтарнă эшалон Тверь облаçĕнчи Лыкошино станцине çитнĕ, пикесене машинăсене лартнă та вăрман варринчи госпитале илсе кайнă. Малалла вулас...

Елена ЛУКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.