Алюминирен — тĕрлĕ продукци

29 Çĕртме, 2018

Раççей Федерацийĕн регионĕсенче алюминие шăратса тĕрлĕ отрасль валли материалсем тăвас ыйтупа паян ЧР Наци библиотекинче канашлу иртрĕ.

Çак чĕр тавартан продукци хатĕрлекенсен, унпа тивĕçтерекенсен тата усă куракансен çĕршыври ассоциацийĕ фойере курав уçнă. Экспозицисемпе кăсăклансах паллашрĕç. Канашлăва алюминирен продукци ăсталакан, унран тунă оборудованисемпе ресурссене производствăна кĕртекен Чăваш Енри тата унăн тулашĕнчи компанисен представителĕсем хутшăнчĕç.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кураври экспозицисемпе кăсăклансах паллашрĕ. Канашлăва килсе çитнисене Шупашкара ятарласа килнĕшĕн, Чăваш Енри предприятисемпе çыхăну тытнăшăн тав турĕ. Ку чĕр тавара хушса тĕрлĕ материал, оборудовани-сооружени янтăлакан предприятисене республикăра ĕçлеме майсем туса панине, иртнĕ çулсенче чикĕ леш енчен турттарнă продукци вырăнне кунтах тавар, çав шутра çĕнĕ йышшисене, туса кăларнине, алюминипе çыхăннă производствăра ĕçлеме специалистсем вырăнтах вĕрентсе хатĕрленине палăртрĕ. Производствăна сарассипе çыхăннă сĕнÿсене правительствăра сÿтсе явма шантарчĕ.

Ассоциаци ертÿçисенчен пĕри Ирина Казовская çĕршывра çĕр айĕнчен алюмини кăларас, ăна шăратас, унран тĕрлĕ йышши продукци хатĕрлес ĕçе еплерех йĕркеленипе паллаштарчĕ. Канашлу кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтăва ассоциаци ертÿçисем, чĕр тавартан вун-вун тĕрлĕ тавар туса кăларакан компанисен представителĕсем сÿтсе явса ĕçе лайăхлатмалли сĕнÿсем хатĕрлерĕç.

 

Комментари хушас