Музея парнеленĕ

11 Утă, 2018

Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăратри ял историйĕпе тăван ен музейне 1989 çулта йĕркеленĕ. Ăна пуçараканĕ Соломон Борисов пулнă.

Кунта тĕрлĕ экспонат упранать. Çавăн пекех ялти паллă çынсене халалланă кĕтессем те йĕркеленĕ. Утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче музей çĕнĕ экспонатпа пуянланчĕ. Çĕнĕ Мăратăн хастарĕ, «Пограничное братство» общество организацийĕн районти уйрăмĕн ертÿçин çумĕ Геннадий Филиппов Николай Юмановпа нумаях пулмасть Беларуçра пулса курнă. Брестран юнпа çăвăннă, тăпрапа, вутпа шăраннă кирпĕч илсе килнĕ. Ăна музея парнеленĕ.

Тăватă утрав çинче вырнаçнă Брест крепоçа хаяр вăрçă вăхăтĕнче Комсомольски районĕн çыннисем те хÿтĕленĕ. Геннадий Николаевич çавăн пекех нумаях пулмасть районти пограничниксене халалласа кăларнă кĕнекене те музея панă.

 

Теги: 

Комментари хушас