Алексей атте: «Шыва кĕнĕ вăхăтра пĕлĕтсен хушшинче хĕрес курăнчĕ»

3 Нарăс, 2015

Шанăçпа канăç çухатнă çын яланах лăпкăлăх шырать, асамлăх кĕтет. Ырă малашлăха ĕненни, чăнах, алă усăнсан та вăй парать. Етĕрне районĕнчи Пушкăртра пулса курнă хыççăн çакнашкал пĕтĕмлетÿ турăм: çут тĕнчене телей курмах çуралать этем.

Иерусалим Турă Амăшĕн сăваплă çăлкуçĕ патне ача çуратайман хĕрарăмсем шыва кĕме килни çинчен пĕлĕшсенчен илтнĕччĕ. Алексей атте мĕн шухăшлать-ши çакăн пирки? «Сываласса ĕненмелле, Турăран тархасласа пулăшу ыйтмалла», - вĕрентсе калать тĕн çынни.

Вăл çийĕнчех алçырусен кĕнекине туртса кăларчĕ. Çакăнта - нумай-нумай çыннăн нушипе савăнăçĕ. Шыва кĕрсе тасални, кĕлĕ туни çĕнĕ пурнăç пуçлама пулăшни çинчен каланă. Кашни тĕслĕх хăех хăват хушать. Хăшĕ-пĕри «Чир историне» те хутсен хушшине хĕстерсе хăварнă: сывалнă çынна вăл текех кирлĕ мар. Ыттисем пĕлччĕр, хавхаланччăр тенĕ ĕнтĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.