- Чăвашла верси
- Русская версия
Алăра тупра — хваттер уççи!
Патнус çинче хĕрлĕ хăюпа çыхса капăрлатнă çĕнĕ ултă мăшăр çăраççи выртать. Акă вĕсене пĕрерĕн-пĕрерĕн илсе савăнăçлă йăл кулăпа çуталакан çамрăксене тыттарчĕç. Вĕсем çак саманта чылай çул кĕтнĕ. Каччăпа хĕрсен телейĕ пухăннă халăха та куçрĕ тейĕн, пĕрин те теприн сăнĕнче кулă çуралчĕ...
Ĕнер Шупашкар районĕнчи Ишлей салинчи Совет урамĕнчи 72-мĕш а çуртра савăнăçлă лару-тăрура ултă çамрăка çĕнĕ хваттерсем уйăрса пачĕç. Ку «Ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнисене тата тăлăхсене социаллă пулăшу парасси çинчен» федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланнă. Пурĕ вара çак çурта юлашки çулсенче 64 çын пурăнма куçнă. Программăпа килĕшÿллĕн, районта 125 тăлăх пурăнмалли кĕтесе тивĕçнĕ.
Алăра çăра уççине чи хаклă тупра пек чăмăртанă каччăсемпе хĕрсем хваттерĕсене хаваспах кăтартрĕç. Унта юсав ирттернĕ ĕнтĕ, сантехникăпа газ плитине те вырнаçтарнă. Урайĕнче — линолеум. Çутă, таса, ăшă. Паллах, унта пурăнма куçиччен сĕтел-пукан, йăлара усă курмалли техника туянмалла. Ку пĕлтерĕшлĕ-им-ха? Халĕ, пурăнмалли кĕтеслĕ пулас текен чылай çамрăкăн ипотека илме, аякри хулана ĕçлеме çÿреме тивнĕ вăхăтра хваттер пурри те пысăк савăнăç. Ытти вара пурăна киле пулатех.
25 çулти Николай Павловăн икĕ пиччĕшне те çак çуртра хваттерсем панă, ĕнер вара Кольăна та пиллĕкмĕш хутра пĕр пÿлĕмлин уççине тыттарчĕç. Çичĕ çул каяллах черете тăнă вăл. Унччен каччă пурнăçĕнче нумай улшăну пулса иртнĕ: вăл Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă, Иваново облаçĕнче службăра тăнă вăхăтра чун савнине тĕл пулса çемье çавăрнă. Кайран та унта пурăнма юлнă, аслă шкула вĕренме кĕнĕ, ĕçе вырнаçнă. «Тинех кĕтсе илтĕм çак куна. Хваттер парассине пĕлсен мăшăрпа чунран савăнтăмăр. Лере, Иваново облаçĕнче, эпир хваттер тара тытса пурăнатпăр-çке. Укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Халĕ çĕнĕ хваттере хăтлăлатас тĕлĕшпе ĕçлĕп, сĕтел-пукан, ытти кирлĕ хатĕр-хĕтĕр туянмалла. Кайран вара кунта куçса килĕпĕр», — хавхаланса калаçрĕ ятарласа хваттер уççине илмешкĕн вăрăм çула парăнтарса килнĕ яш.
Аннăпа Екатерина Шурминовăсен вара савăнăçĕ икĕ хут пысăкрах. Пĕртăван аппăшĕпе йăмăкĕ малашне çĕнĕ хваттерсенче кÿршĕлле пурăнĕç. «Шанчăка çухатмасăр чылай вăхăт кĕтрĕмĕр эпир ку саманта. Йăмăкпа иксĕмĕрĕн пысăк савăнăç, уяв. Мăшăрпа ывăл та питĕ хĕпĕртерĕç. Тĕпренчĕкĕме çитес çул салари шкула ăсатăпăр. Халĕ эпир Шупашкарта ĕçлесе пурăнатпăр-ха, кĕçех кунта куçса килĕпĕр, пĕр-пĕрин патне хăнана çÿрĕпĕр. Хваттерте пĕтĕмпех килĕшет, çутă та илемлĕ вăл», — кăмăллăн калаçрĕ Екатерина ывăлĕпе пÿлĕмсемпе киленнĕ май. Ача чухне ашшĕ-амăшне ĕмĕрлĕхех çухатнă аппăшĕпе йăмăкĕ малашне пĕр çуртра пурăннишĕн чĕререн хĕпĕртеççĕ. Малалла вулас...
Комментари хушас