Ăçта "Нарспи” - унта савăк кăмăл, хавхалану, вĕçев
«Пуш уйăхĕн вĕçенче хĕвел пăхрĕ ăшăтса», пĕр-пĕринпе пухăнса юрлар, ташлар савăнса...» тесе Шупашкарти «Нарспи» клуб хăйĕн черетлĕ çуралнă кун кĕрекине тусĕсемпе юрра-ташша кăмăллакансене хăпартлансах пухрĕ. Уяв кĕреки тулли пулнинчен тĕлĕнмерĕм, мĕншĕн тесен «Нарспи» клуб ĕçченĕсем 30 çул хушшинче чăваш, вырăс, тутар тата ытти халăх ташшипе юррине çĕр-çĕр çынна юратма, хисеплеме вĕрентнĕ. Нумай çул каялла клубра чун киленĕвне тупнă çамрăксемпе ватăсем вара тăванĕсемпе тусĕсене, пĕлĕшĕсене çак хĕвел пек çутă та таса юратăвăн пĕр хĕлхемне пама пултарнă.
Тепĕр пулăм, 30 çул каялла кунта чĕре ăшшине тупма пултарнă ачасем каярах хăйсем атте-анне пулсан чун юратнă тĕпренчĕкĕсене хăйсемпе пĕрле илсе çÿренĕ. Тарăн тымар янă юрату хăшне-пĕрне клубра ĕç вырăнĕ тупма, хăйне мĕн ачаран вĕрентнине çитĕнекен çĕнĕ ăрăва пама пултарни те пирĕн малашлăх пуррине çирĕплетет. Сăмахран, кунта ачасене ташă вĕрентекен «Сарпике» халăх ташшисен балетмейстерĕ Алиса Лукина ачаллах клубра туптанă ăсталăхне паян пĕчĕккисене ним юлмиччен парать. Çавăнпа та «Нарспи» клуб çемье клубĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Кĕрекери куракан пĕр шухăшлă пулса юрă-ташă ăстисене тăвăллăн алă çупса хавхаланса йышăнчĕ. Пĕр тĕллевлĕ те пĕр курăмлă кĕрекере эпĕ те хама телейлĕ туйрăм.
«Нарспи» клуб черетлĕ çавра çуралнă кунне шăп та лăп Раççейри Литература çулталăкĕнче паллă тăвать. Пирĕн республикăра вара «Нарспи» поэмăн вилĕмсĕр авторне Константин Иванова хисеплесе Литература çулталăкне ун ячĕпе çыхăнтарнă. Ку, пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, питĕ пĕлтерĕшлĕ. Аслисем хăйсене сумлама пултарнине курса ÿсекен çамрăк ăру та чăваш культурипе тăван чĕлхине упрас ĕçре тимлĕ пуласса шанас килет. «Нарспи» клуб ĕçченĕсем те çакна шута илсе уяв халăхне ытларах тăван сăмахпа çырнă юрăсемпе савăнтарчĕç, тăван кĕвĕпе янраттарнă ташăсене кăтартрĕç. Паллах, республикăра икĕ чĕлхе иккенне шута илсе вырăс юррисемпе ташшисем те куракан чĕрине çунатлантарчĕç. Малалла вулас...