Ачисене ăшшăн çупăрланине курман

11 Кăрлач, 2018

Красноармейски районĕнчи Кушарти 80 çултан каçнă Людмила Герасимова хăйĕн ывăл-хĕрне тахçанах ура çине тăратнă. Вĕсем çемйисемпе тĕрлĕ çĕрте тĕпленнĕ ĕнтĕ. Ватлăхра, хăйне пулăшмалла чухне, мăнтарăн хĕрарăмĕ паян ывăлĕпе кинĕн виçĕ ачине пăхать.

Пăрахса кайнă

Людмила Михайловна килĕнче пĕчченех телевизор курса ларатчĕ, пÿртре тĕттĕмччĕ. Виççĕмĕш кун çутăсăр пурăнать- мĕн, темĕн ваннă, юсакан çук. Кинемей утаймасть, хуллен кăна транккайпа /ходули/ çÿрекелет. «27 çул дояркăра ĕçлерĕм. Ураран резина атă кайман. Çамрăк чухне малашнехи пирки шухăшламан, хама упрама пĕлмен. Ачасем мĕнле ÿснине курмарăм, ирхи тăватă сехетрех фермăна каяттăм, вĕсем çывăрса юлатчĕç, каçхине ĕне суса килнĕ çĕре вырăн ăшĕнчеччĕ ĕнтĕ», — терĕ Людмила Михайловна.

Ывăлĕ Алексей Мускава ĕçлеме çÿрет. Вăл шапашра чухне кинĕ килтен тухса кайнă та таврăнман. Тĕпренчĕкĕсене хунямăшне шанса хăварнă. Асли — пиллĕкре, вăталăххи — тăваттăра, кĕçĕнни çулталăк та виçĕ уйăхра çеç пулнă ун чухне. «Кин хула майриччĕ, эрех ĕçетчĕ, пирус туртатчĕ. Упăшки пур çинчех çак тăрăхри Чатукасси арçынĕпе явăçрĕ», — терĕ кинемей. Ачисем патне вăл хушăран кăна пыркаланă, пĕрле пурăнакан арçынĕ хистенĕ-мĕн. Анчах кил-тĕрĕшре пулăшнине, сумка тулли çимĕçпе килнине те астумасть Люççа аппа. Пĕр вăхăт алимент укçи илкеленĕ-ха, юлашки çулсенче вара кинĕ пырса та курăнман. Халĕ амăшĕ ăçта пурăннине те пĕлмеççĕ ачисем. Тепĕр тесен, никама та кăсăклантармасть ку. «Чатукассинчи арçынĕ вилсен урăх района качча кайнă пулас… Амăшĕн туйăмĕ пулнă-ши унăн? Ывăлĕсене ăшшăн çупăрланине курман эпĕ. Ачисем те ăна кĕтмен. Мĕн тăвăн: çавнашкал аннесем те пулаççĕ», — ассăн сывларĕ Люççа аппа.

Алексей Мускавра çĕнĕрен çемье çавăрнă. Яла час-часах килсе çÿреймест, пĕрех ывăлĕсене пулăшма тăрăшать. Çапах та мĕн пур йывăрлăхĕпе яваплăхĕ — ватă хĕрарăм хулпуççийĕ çинче. Людмила Михайловна пенси укçине мăнукĕсем çине тăкаклать. Хăйĕн валли тахçанах япала илмест вăл. Çамрăксене çĕнĕрен çĕнни кирлине ăнланать, вĕсене çынран кая мар тумлантарма тăрăшать.

Тĕлĕнтермĕш çăлнă

Аслă мăнукĕ чирлĕ çуралнă. Пепкен пĕверĕнче усал шыçă пуррине палăртнă. Операци хыççăн вăл питĕ начарланнă. «Ку ача пурăнаканскер мар», — тенĕ тухтăрсем. «Çавах вилет», — тесе-ши çамрăк амăшĕ ун çине алă сулнă. Ачан имшеркке те патак пек хытанка алли-ури çине пăхса асламăшĕ сахал мар йĕнĕ. Пепкен хырăмĕ çинче операци хыççăнхи çĕвексем ытла та латсăррăн курăнса сисчĕвлентернĕ. Ачана мĕнле те пулин пулăшас тесе ăрăмçă патне те çитнĕ, çынсем каланине итлесе ăвăс хуппин шывне те ĕçтернĕ… Тĕлĕнтермĕш çĕр çинче пурах! Ача майĕпен вăй илме, аталанма тытăннă. Пĕррехинче Алексей ывăлне операци тунă хирург патне Шупашкара çитнĕ. «Больницăран тухсан ачăр нумай пурăнчĕ-и вара?» — йывăр пациента аса илсе ыйтнă тухтăр. «Акă вăл — сирĕн куç умĕнчех. Чĕрех», — тенĕ ашшĕ. «Мĕнле апла, мĕнле сиплерĕр?» — тĕлĕннĕ хирург. «Мĕнлине пĕлместĕп, мамок хăй пĕлнĕ пек пăхнă ăна», — хуравланă арçын.

Сăмах май, Герасимовсен килĕнче — икĕ Алексей. Аслă мăнукĕн Алешăн чăн-чăн ячĕ — Аркадий. Хăйĕн упăшкин ятне хунăшăн тем пек тарăхнă Людмила Михайловна. «Нимле Аркади те мар, пĕчĕк Алеша пулать вăл», — тенĕ те ачана çапла чĕнме тытăннă, ун хыççăн — ыттисем те. «Упăшка ют хĕрарăмсем патне чупса, эрех ĕçсе шутсăр тарăхтарнă», — Аркадий ята мĕншĕн килĕштерменнине пĕлтерчĕ хĕрарăм.

«Мăнукăмсемшĕн эпĕ — амăшĕ те, ашшĕ те. Пĕчĕк чухне виççĕшĕ те чĕрçи çинче ачашланатчĕç, уйрăмах кĕçĕнни çумран хăпмастчĕ, 3-мĕш класчен манпа çывăрчĕ. Ÿсрĕç тĕпренчĕкĕмсем, вĕсем авланнине курайсан тем пекехчĕ те…» — сăмаха малалла тăсрĕ. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.