Ачасем - чи пархатарлă куракансем

Апрелĕн 8-10-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ тата Мари Республикинчи ачасемпе çамрăксен театр-центрĕ хире-хирĕçле гастрольсем йĕркелерĕç. Çармăссем пирĕн пата виçĕ юмах илсе килчĕç: "Принцесса и Чудовище" /Е.Тыщук/, "Чудесное превращение Бабы-Яги" /А.Чубарова, И.Егорова/, "Про Федота-стрельца, удалого молодца" /Л.Филатова/. Пирĕннисем вара "Когда поют светофоры" /М.Азов/, "Конек-Горбунок" /П. Ершов юмахĕ тăрăх И.Трер хатĕрленĕ/ постановкăсене кăтартнă. Палăртмалла: "Про Федота-стрельца..." юмах 2012 çулта Пĕтĕм тĕнчери "Туслăх кĕперĕ" фестивальте харăсах тăватă премие тивĕçнĕ: Александр Кожевников /Патша/ - "Арçын рольне чи лайăх калăплакан", Игорь Актуганов /Скоморох/ - "Иккĕмĕш планри чи лайăх роль", Валерий Чеботкин художник-постановщик "Чи лайăх сценографи" номинацисенче çĕнтернĕ, ушкăна "Чи лайăх актерсен ансамблĕ" дипломпа хавхалантарнă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.