Ачаран ытла ашшĕ-амăшне пăлхантарать… экзамен

22 Feb, 2018

Çичĕ çул каялла патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне /ППЭ/ тытни асрах. ППЭ сăмах хăй хăрататчĕ, чĕтрене ертетчĕ. Шкулта вĕрентнине ыйтаççĕ пулин те пăлханнипе çухалса кайма пулать. Нарăсăн 20-мĕшĕнче иртнине аса илсе пĕлĕве тепĕр хут тĕрĕслеме май килчĕ — тĕп хулари 48-мĕш шкулта вырăс чĕлхипе экзамен тытрăм, Чăваш Енре «Ашшĕ-амăшĕ ППЭ тытмалли кун» акцие хутшăнтăм. Унăн тĕллевĕ — ашшĕ-амăшне 11-мĕш класс ачи вырăнĕнче туйма май парасси.

Сĕтел çинче — шыв, шăккалат, хура тĕслĕ çыракан ручка, паспорт. Урăх аудиторие нимĕн те илсе кĕмелле мар. Телефона, ытти хатĕре металлоискатель тÿрех шыраса тупать. Эпĕ 7 çул каялла экзамен тытнă чухне унашкалли çукчĕ, хальхинче ун урлă тухма тиврĕ. Металлоискателе хам «тĕрĕслеме» шухăшларăм, телефона юриех кĕсьене чикрĕм. Тÿрех сасă пачĕ! Çыхăну хатĕрне айккине пуçтарса хума тиврĕ. Металлоискатель çавах сасă пама чарăнмарĕ. Шăлаварăн тимĕр тÿмми килĕшмен иккен! Унтан каллех «пиклетрĕ». «Мĕн унта сирĕн?» — ыйтрĕ тĕрĕслекен. Кăкăр çакки çинчи тимĕр унка та «асăрхарĕ» металлоискатель. Экзамена кĕриччен унчченхи пек тăр-тăр чĕтремерĕм. Манпа пĕрле пĕлĕвне тĕрĕслекен амăшĕсем те лăпкăн ларатчĕç.

Кăçал акцие республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи 28 çын хутшăнчĕ. Парта хушшине вырнаçсан экзамен епле иртнине пăхса тăракансем хупă хутаç туртса кăларчĕç, унта — CD-диск. Шăпах çавăнта пĕлĕве тĕрĕслемелли ыйтусем. Диска компьютера чикрĕç, аудиторире ларакан çын шутне кура кирлĕ хутсене пичетлерĕç. Питĕ меллĕ! Çĕнĕ йышши технологисем аталанни епле аван! Вырăс чĕлхипе пĕлĕве тĕрĕслеме 3 сехет параççĕ пулсан эпир 30 минут çеç лартăмăр. Паллах, çак вăхăтра тестри 7 ыйтăва хуравлама та, сочинени çырма та май çук. Эпĕ экзаменăн пĕрремĕш пайне пурнăçларăм. Çакна калам: 11-мĕш класран вĕренсе тухакан кашни ача хуравлама пултаракан ыйтусем унта. Виçĕ предложенирен тăракан текст вуламалла, унăн тĕп шухăшне палăртмалла. Пусăмпа çыхăннă темиçе ыйту пурччĕ. Çур сехет мĕнле иртнине те сисмерĕм — ĕçсене пуçтарма тытăнчĕç.

<...> Амăшĕсем экзамена хатĕрленмесĕр килнĕ, çапах тĕпренчĕкĕсен пысăк балл илес тесен нумай вуламалли пирки пĕр шухăшлă
пулчĕç. «Эпир халĕ те ниçта кайса кĕрейменнипе чĕтретпĕр, ачасем мĕнле пулĕç-ши?» — пăшăрханчĕç хĕрарăмсем.

ППЭ тапхăрĕнче ача депрессие кĕрсе ÿкме пултарать. Çавна пула экзамена начар çырать. Пĕлĕвне тĕрĕслекен ачан шалта мĕн пулса ир-
тет? Мĕнле шухăш-кăмăлпа аудиторире ларать вăл? Çакна психологсем уçăмлатрĕç. Вĕсенчен сĕнÿ ыйтакан амăшĕсем те тупăнчĕç. «Ача пăшăрханăвне пытараймасан мĕн тумалла?» — кăсăкланчĕç вĕсем. Паллах, психолог патне çитсе килни пăсмĕ. «18-ти каччăна специалист патне мĕнле илсе каймалла? Вăл хăй ирĕкĕпе пырĕши?» — ыйту хыççăн ыйту çуралчĕ. Психологсем лăплантарма тăрăшрĕç: çамрăксем специалист патне кайма ăнтăлмаççĕ тесе шухăшлани кăлăхах. Малтан ашшĕ-амăшĕ специалист пулăшăвне илни те аван. <...> Тулли верси...
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.