- Чăвашла верси
- Русская версия
Ача тăрăшса вĕрентĕр
"Тăван çĕршыв ăçтан пуçланать-ши?" - шкулта вĕреннĕ вăхăтра çакнашкал ятпа сочинени çырни асран тухмасть. Çакă пирĕн тавракурăмпа çыхăннă. Пĕрремĕш утăмсем тунă чухнехи çывăх çынсен калаçăвĕ, юратăвĕ, вĕрентĕвĕ, килти килĕшÿпе хăтлăх халĕ те куç умĕнче. Кайран тавралăха сăнама пуçланă, юлташсем тупнă. Походсемпе экскурсисене çÿреме пуçланă. Пирĕн тĕнчекурăм кунсерен аталанса пынă. Ял ачисене илемлĕ фильмсемпе спектакльсем çав тери кăсăклантарнă. Атте-анне, вĕрентекенсем таçта та илсе çитернĕ пире. Кинотеатрпа театра билет илсе панисĕр пуçне тĕрлĕ хулари музейсемпе паллаштарнă. Тухса çÿрени ăс-тăна тарăнлатать паллах.
Иртнĕ эрнере республикăн тĕп хулинче тĕпленнĕ Егоровсемпе паллашнăччĕ. "Манăн ачалăх Коми Республикинче иртнĕ. Çывăх çынсем ытти хуласене кăтартса çаврăннă. Халĕ эпир те çемйипех çул çÿреме тăрăшатпăр. Тĕрлĕ тăрăхри паллă вырăнсен историне ăша хывма пулăшать çакă", - ăнлантарать Марина Анатольевна. Кăмăл пулсан çул çитмен 9 ачапа та хальлĕхе тĕнче мар тăк, хамăр çĕршыва курса çаврăнма май пур. Анчах çул çÿреме юратни шкул программине ăша хывма ан чăрмантартăр, пачах тепĕр май - вĕренÿре пулăшса пытăр. Егоровсем, тĕслĕхрен, историе кĕрсе юлнă вырăнсене сăнÿкерессине йăлана кĕртнĕ.
"Ыттисем тĕрĕслев ĕçĕсем çырнă вăхăтра шкул ачисем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ют çĕршывра каннине ниепле те ăнланаймастăп", - пухăва пуçтарăнсан кăмăлсăрланнине пытараймасть кĕçĕн класс ертÿçи. Хамăр тăрăхра сивĕ хуçаланнă чухне хĕвел питтинче хĕртĕнес килет пуль-ха та. Анчах вĕренÿ çине алă сулнине кăтартать мар-и çак тĕслĕх? Çитменние, çав ача - лайăх вĕренекенсен йышĕнчен мар. Шкул программинчен икĕ эрне юлни хăех сисчĕвлентерет. Ыттисене мĕнле майпа хăваласа çитмелле унăн? Килте вĕренĕве мар, канăва малти вырăна хурсан - пушшех те.
Репетитор тытма пулать, паллах - ачи-пăчине вĕрентессишĕн укçине шеллемест паянхи ашшĕ-амăшĕ. Çав вăхăтрах пĕлĕвне тарăнлатассишĕн çунман ачапа ĕçлеме вĕсене те çăмăл мар. "Иккĕ" лартассинчен те, кĕтесе тăратассинчен те хăрамастăп", - тет лара-тăра пĕлмен пĕлĕшĕм. Кĕçĕн класра ăс пухаканскер урок тума мар, Интернет уçлăхĕнче вăхăта ирттерме юратать.
"Эпĕ хама пĕрре мар, виçĕ хутчен шкул пĕтернĕ тесе шухăшлатăп", - ĕнентерет ялти юлташ, икĕ ача амăшĕ. Чăнах, тĕпренчĕкĕсемпе пĕрле куллен урок тума ларнăскер шкул программине виçĕ хутчен ăша хывнине хирĕçлеймĕн. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне те çине тăрсах хатĕрленнĕ хĕрарăм.
Манăн ачасем кĕçĕн класра кăна вĕренеççĕ. Апла пулин те иккĕмĕш класра иккĕмĕш сменăра вĕренекен ывăлăмпа, сăмахран, 22-23 сехетченех урок тума лекет. Учитель çав таранчченех вĕренмелле марри çинчен калать-ха. Анчах урокра япăх паллă илес килмест.
"Ирхине кружока каймалла, хыççăн - уроксем, çывăрма выртиччен киле панă ĕçсене тумалла. Ывăлăмсемпе хĕрĕмсем йĕркеллĕ канаймаççĕ те", - кулленхи лару-тăрăва ытти ашшĕ-амăшĕпе пĕрле сÿтсе яватпăр. Ачасене икĕ сменăпа вĕрентни тавра Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне çулсерен яракан Çырура сăмах пуçарчĕ. Пĕр сменăпа вĕрентмешкĕн хушма вырăнсем йĕркелемелли пирки каларĕ. Чăн та, юлашки çулсенче демографи лару-тăрăвĕ лайăхлансах пырать. Владимир Владимирович çавнашкалах вĕренÿре ĕлкĕрсе пыракансене хушма грантпа хавхалантармаллине палăртрĕ. Çав укçа вĕсене малалла аталанма пулăшĕ.
Çĕнĕ технологисен ĕмĕрĕнче дневникри паллăсене те пытараймăн. Çапла-çапла, республикăри шкулсене электрон журналпа тивĕçтерчĕç. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшне çак çĕнĕлĕх кăсăклантармасть пулмалла - пĕрре кĕрсе пăхмасăрах пароль çухатнă вĕсем. Унсăрăн вара ачан уйрăм страниципе паллашма çук. Чăнах, ытла та меллĕ - ун урлă вĕренекен урокра мĕнле хуравлани таранчченех паллă.
Пурпĕрех кĕçĕн класри ачасенчен çирĕп ыйтнине ырламалла çеç. Вĕсене кайран вĕренме кăна мар, пурăнма та çăмăлрах пулĕ.
Комментари хушас