Ача садĕнчи уяв: юмах юпа тăрринче…

29 Пуш, 2018

Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче 132-мĕш ача садĕнче И.Я.Яковлева халалланă уяв иртрĕ. Мероприятие илемлĕ чăваш кĕпи тăхăннă Галина Юманова воспитатель ертсе пычĕ.

Куракансем çутта кăлараканăн пурнăçĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Шăпăрлансене уйрăмах Иван Яковлевичăн ачалăхĕ кăсăклантарчĕ. Выртмана çÿрени, хулана пахча çимĕç сутма кайни çинчен шăппăн итлерĕç. Тырă вырни, курăк çулни куç умне туллин тухрĕ. Презентаци ачасемшĕн çеç мар, аслисемшĕн те интереслĕ пулчĕ.

И.Я. Яковлевăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн ачасем юмахсем лартрĕç. Кашни ушкăн тĕрлĕрен хатĕрленĕ. Уяв вĕçĕнче Галина Михайловна аслă вĕрентекенĕмĕрĕн халалне вуларĕ.

«Карчăкпа кашкăр» юмаха калăпланă Софья Тихонова, Лида Михеева, Дима Горбунов 4-мĕш ушкăна çÿреççĕ. «И.Я. Яковлев пирки эпир маларах та илтнĕ. Вăл çыравçă пулнине пĕлетпĕр. Кăçал пире воспитательсем ун пирки пĕрре мар каланă», — чĕвĕлтетрĕç пĕчĕк чĕлхипе ачасем.

Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче «Тантăш» культура керменĕнче ача сачĕсен хушшинче Пĕтĕм тĕнчери театр кунне халалланă юмахсен конкурсĕ иртнĕ. 132-мĕш ача садĕнчен унта шăпах çак виçĕ хастар хутшăннă.
 

Рубрика: 

Комментари хушас