Абхазири пушă çĕрсене курсан чунĕ ыратнă

Андрей Григорьев Комсомольски салинче çуралса ÿснĕ. Шупашкарти коопераци институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн хулари гипермаркетра ĕçленĕ. Халĕ кашни кунах Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуç ялне çÿрет вăл. Андрей хулари ĕçне пăрахса ялта хресчен фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ.

«Тĕрĕс тăватăн, ывăлăм»

Икĕ çул каялла Андрей Григорьев хăйĕн юлташĕпе Абхазие канма кайнă. Çул çинче арканнă хуçалăхсемпе пиçен-хыт хура ашкăракан уй-хир куç тĕлне пулсан чунĕ хытах ыратнă. «Мĕн туса пурăнатăп-ха эпĕ? Пушă çĕр пирĕн патра та туллиех-çке, пĕр тăхтамасăр ĕçе тытăнмалла. Эпир мар тăк кам?» — пуçĕнче çакнашкал шухăш мĕлтлетнĕ. Килне таврăнсан çамрăк арçын хăйне питĕ пăшăр-хантаракан ыйту тавра мăшăрĕпе, ашшĕ-амăшĕпе канашланă. «Мĕн тума кирлĕ ку сана?» — тенĕ арăмĕ тÿрех. Амăшĕ те ывăлĕн шухăшне ытлах ырламан. «Кирлĕ мар çĕре пуçна ан чик, Андрей», — хирĕçленĕ вăл. Ашшĕ вара: «Тĕрĕс тăватăн, ывăлăм. Никама та ан итле, вăхăта тăсмалла мар, ĕçе ыранах пуçăн. Хам çамрăках мар çав, эпĕ те хирте тыр-пул, çĕр улми ÿстерĕттĕм, выльăх-чĕрлĕхпе ĕçленĕ пулăттăм. Анчах Каçал тăрăхĕнче пушă çĕр çукпа пĕрех, урăх районта шыра», — ывăлĕн шухăшĕпе килĕшсе ăс панă ашшĕ.

Андрей Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи чылай фермера малтанах лайăх пĕлнĕ. «Пирĕн патра юхăннă хуçалăх нумай, санашкалли, ĕçшĕн çунакан çын, çеç çĕнĕрен чĕртме пултарать вĕсене. Май пур чухне пĕр-пĕрне пулăшса пырăпăр», — сĕннĕ юлташĕсем. Сăмахĕ — татăклă, ĕçĕ — курăмлă. Нумай шухăшласа тăман çамрăк арçын. Çапла майпа лекнĕ Андрей Григорьев Шĕнерпуç ялне. Йăлтах арканнă, çĕрсе пĕтнĕ, тахçантанпах çын ури пусман ферма витисене ним хăрамасăрах туяннă вăл.

Иртнĕ çулхи çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Андрей Етĕрнерен ăратлă 10 ĕне туянса килнĕ. Малалла вулас...

Елена АТАМАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.