200 ытла чăрăш пухнă
Çĕнĕ çул кĕтсе илнĕ хыççăн чăрăша ывăтмасан лайăхрах. Шупашкарти А.Г.Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнчи «Ковчег» зоокĕтесре хăйне евĕр акци ирттерессине йăлана кĕртрĕç. Унта ĕçлекенсем çынсенчен чăрăш, хыр йышăнаççĕ.
Вĕсемпе зоокĕтесри чĕр чунсем апатланаççĕ, чăрăш лăссисене читлĕхре те сараççĕ. Кăçал акци кăрлачăн 13-19-мĕшĕсенче иртнĕ. Çак тапхăрта тĕп хула çыннисем 200 ытла чăрăш йăтса пынă. Пĕлтĕр — 147 йывăç. Халĕ чăрăшсене качакасем, такасем, альпакăсемпе тилĕсем, пакшасем кун кунлакан читлĕхре курма пулать.
Ирина КОШКИНА. vk.com сайтри сăн ÿкерчĕк.
Комментари хушас